Праски Виттин ӳкерчӗкӗсем

Живопись произведенийӗсем: вӗсем пурӗ вун çиччĕ. Пурте çуллă сăрăсемпе 1990 çулта ӳкернĕ. Унта «Буряти кĕввисем», «Инди кĕввисем» ярăмсем кĕреççĕ. Чи паллăраххисем çаксем: «Чингиз-хан тĕлĕкĕ», «Байкал çинчи каç», «Çилсен туррисем», «Китай сюжечĕ», «Будда».

График произведенийӗсем: вӗсем пурӗ хĕрĕх тăххăр. Вĕсенчен 29-не тушьпе, 20-не гуашьпе ӳкернĕ. Ку ӳкерчӗксене автор, тĕпрен илсен, 1991-1993 çулсенче ăсталанă. Чи паллăраххисем çаксем: «Пурнăç йывăçĕ», «Тĕнче пулса кайни», «Арçынпа хĕрарăм пулса кайни», «Çунакан урапа», «Çĕрпе тӳпе», «Венгри кĕввисем», Раиса Сарпи сăввисем тăрăх ӳкернисем, «Кечкемет сюжечĕ», «Автопортрет».

Гуашьпе ӳкернисем: К. В. Ивановăн «Нарспи» пэми тăрăх ӳкĕрнисем. Чи паллăраххисем: «Нарспи», «Сентнер», «Вăйӑ картинче», «Юлашки тĕлпулу», «Туй», «Тарни», «Сывпулашу», «Юратман упăшка», «Наркăмăшлани», «Упăшка килĕнчен кайни», «Савни килĕнче», «Трагедиллĕ финал», «Шăпа».

Эмальпе тунă произведенийӗсем: весем выстăвкăра аллă виççĕ. Вăтăр ĕçне хурçăпа эмальтен тунă. Чи паллăрахисем: «Чăваш хĕрарăмĕ», «Чăваш арçынĕ», «С. М. Максимов композитор», «Нарспи», «Сентнер», «Тăхтаман», «Автопортрет», «Чăваш туйĕ», «Амазонка», «Чăваш пики», «Çамрăк мăшăр», «Анне портречĕ», «Л. М. Петрова», «Хĕрес», «Пирĕн асанне», «Асаттен ашшĕ», «К. В. Иванов портречĕ», «Çеçпĕл Мишшин портречĕ».

Çĕр хут илтиччен пĕр хут куçпа курма хушнă. Виталий Петровичăн хăшпĕр ӳкерчӗкӗсем çинчен вуласа пĕлни талантлă художнике чăннипех хак пама тата чун-чĕрене çĕклекен, ăсхакăлпа тавракурăма пуянлатакан произведенисене курма Шупашкарти выставкăна кайни темрен те пахарах.

Çĕнтерӳ çулĕ. 1993. 21сентябрь.