Прошу считать меня живым

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Чăваш Республики Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

Н.В. Федоров

Аслă Çĕнтерÿ çути ĕмĕрсем витĕр çиçтĕр

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче каланă сăмах

Хаклă хăнасем, хисеплĕ ентешсем! Хаклă ветерансемпе тыл ĕçченĕсем! Паян пĕтĕм Раççей, унпа пĕрле пĕтĕм ирĕклĕ тĕнче, Аслă Çĕнтерÿ 60 çул çитнине паллă тăвать. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи çак çĕнтерÿ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ: вăл чи юнлă та хурлăхлă событи кăна мар, тĕнчери нумай халăхăн шăпине татса параканĕ те, тĕнче цивилизацийĕн аталанăвне палăртаканĕ те пулчĕ. Çак Çĕнтерÿ Совет халăхĕшĕн калама çук хакла ларчĕ, унăн темиçе миллион чи лайăх ывăлĕ-хĕрĕ пурнăçне пачĕ. Хальхи çĕнĕ ăру вĕсен умĕнче парăмлă. Вилĕмсĕр паттăрлăх пирĕн тата килес ăрусемшĕн яланах тивĕçлĕ тĕслĕх пулĕ.

Вăрçă фронтĕнче, концлагерьсенче, тылра, вăрçă хыççăн сурансене тата чир-чĕре пула вилнисене чысласа пĕр самант шăп тăма ыйтатăп...

Хаклă ентешĕмсем!

Çĕнтерĕвĕн кашни юбилейĕ паттăр самана ас тăвăмĕ пулĕ, Европăпа Азири тата пĕтĕм тĕнчери лару-тăру геополитика тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртĕ. Аслă вăрçă пуçламăшĕ, аталанăвĕ тата вĕçĕ музей реликвийĕ мар - вĕсем пурнăçра кирек хăçан та кирлĕ пулĕç: кулленхи пурнăçри лару-тăрăва тишкерме те, ку чухнехи Раççейĕн геополитикăри пĕлтерĕшĕшĕн те. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи 72 çĕршыва, 110 миллион çынна явăçтарнă. Вăл урăх ан пултăрччĕ, этемлĕх историйĕнче вăл юлашки вăрçă пултăр.

Истори вĕрентĕвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ: енчен те халăх мĕн те пулин тума тĕллев лартрĕ пулсан - çавна тăватех. Вăл мĕн пур вăя пĕр чăмăра пĕрлештерсен экономикăна та, пурнăçа та аванлатма пултарать.

1941 çулта СССР гражданĕсем мĕнле лару-тăрура пулнине хак парас тесен çакна асра тытмалла: нимĕç фашисчĕсем Хĕрлĕ Çартан 1,7 хут вăйлăрах пулнă. Вăл шутра тăшман самолечĕсем - 3 хут, танкĕсем 1,5 хут ытларах. Анчах çар çыннисемпе мирлĕ халăх вăрçăра паттăрлăх кăтартса тăшмана хирĕç тăни, темле йывăр пулсан та, фронтра çитĕнÿсем тума май панă. Çав вăхăтрах Европăри ытти çĕршыв тăшмана хăй ирĕккĕн парăнма кăмăл тунă. Гитлерăн 5 миллионлă çарĕ тата ăна пулăшма хатĕр пулнă темиçе миллионлă Европа халăхĕ тĕнче цивилизацийĕ умне чăннипех пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă.

Салтаксем, вăл шутра эсир те - паян çак лапама пуçтарăннисем - хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăран сăхă тăшман ĕмĕчĕ пурнăçа кĕмен! Виççĕмĕш Рейхăн Хĕвел тухăç фронтĕнчи çухатăвĕ нацистла Германин пĕтĕм çухатăвĕн 75 проценчĕпе танлашать.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ - пирĕн çĕршывшăн нихăçан манăçми кун. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех республикăра пурăнакан 2,5 пин çын, вăл шутра 400 хĕрарăм, хăйсен ирĕкĕпе фронта кайма хатĕррине пĕлтернĕ. Халăх ополченийĕсен ретне 6 пин çынна яхăн çырăннă, вĕсенчен чĕрĕкĕ - хĕрарăмсем. Ун чухнехи халăх кăмăлĕ еплерех пулни çакăнтан та палăрать. Чăваш Енре 9 дивизи йĕркеленнĕ, вал шутра 324-мĕш легендарлă дивизи те. Вăрçă çулĕсенче Чăваш Енрен 208 пин çын мобилизаци йĕркипе çара кайнă, вĕсенчен 106 пинĕшĕ çапăçусенче пуç хунă. Вĕсем пире чĕрĕ-сывă хăварассишĕн пурнăçĕсене панă. Вăрçăран таврăнманнисен йышĕнчен çурри хыпарсăр çухалнă. Çак цифрăсем вăрçă епле хăрушă пулнине яр уççăн кăтартса параççĕ.

Фронтовиксен тăванĕсемпе вĕсен йăхне малалла тăсаканĕсен мухтанмалăх пур: 54 пин ентеше çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн орден-медальпе чысланă. Чăваш Енри 71 салтака (вăл шутра 19-шне вилнĕ хыççăн) Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Вĕсенчен 51-шĕ 28 çула çитмен яш-кĕрĕм пулнă. Кунсăр пуçне республика тулашĕнче çуралса ÿснĕ тата пурăннă тепĕр 22 чăваш çак хисеплĕ ята илнĕ. Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулма Чăваш Енри 16 фронтовик тивĕçнĕ. "Берлина илнĕшĕн" медальпе 3261 çынна наградăланă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн ентешсенчен 51 генерал, 5 адмирал тухнă. Чăваш çыннисем нимĕç фашисчĕсене хирĕç Белорусси, Польша, Итали çĕрĕсенче йĕркеленнĕ партизан отрячĕсенче çапăçнă.

Тылра тăрăшнă ентешсен ĕçне те пысăка хурса хакламалла. 400 ытла çын промышленноçра, транспортра тата ял хуçалăхĕнче малта пынишĕн орден-медаль илнĕ. 120 пин ытла çынна "1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕсленĕшĕн" медальпе чысланă. Пирĕн халăх чăннипех мухтава тивĕçлĕ. СССР Патшалăх оборона комитечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Сăр тăрăхĕнче те хÿтĕленÿ ĕçĕсем тунă - окопсем чавнă. Унта куллен 85 пин çынран кая мар ĕçленĕ. Вĕсен 70 проценчĕ хĕрарăмсем пулнă. Çак йыш 50 миллион кубла метра яхăн шăн çĕр чавса кăларнă.

Чăваш Ен çыннисем мĕн пур вăйне фронта пулăшма панă, салтаксене укçа-тенкĕпе, ăшă тумпа тата апат-çимĕçпе пулăшнă. Пухнă укçапа икĕ бронепоезд, "Чăваш Ен Осоавиахим" çар самолечĕсем, "Чăваш Комсомолĕ" самолет эскадрилйи, "Чăваш Ен тракторисчĕ" тата "Чăваш Ен колхозникĕ" танк колоннисем йĕркеленĕ.

Вăрçă çулĕсенче Чăваш çĕрĕ 70 пин çынна, вăл шутра 28 пин ачана, хăй хÿттине илнĕ. 17 госпиталь ĕçленĕ, вĕсенче 72 пин аманнă салтак сипленсе тухнă. Çак цифрăсенче - этем шăпи. Çĕнтерÿшĕн юлашки вăй-халне панисене чыс та мухтав!

Вăрçă салтакĕ, икĕ хутчен танкра çуннă, виçĕ хутчен аманнă, контузи илнĕ халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ чăваш дивизине халалланă поэмăра çапла çырнă:

Пур маттур ача çинчен
Çак çыру йĕркисенче
Каласа пама пире
Кирлĕ пулĕ вĕçĕмсĕр
Çитмĕл кун та çитмĕл
çĕр!
Паттăрсем дивизире
Йышлă та - çыру пĕрре.

Ку сăвăрах тата çакăн пек каланисем пур:

Çырса хур, юратнă халăх:
Чи хисеплĕ ĕçсене
Ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалăх
Ылтăн кĕнеке çине.

Эпир, чăнах та, "Ылтăн кĕнеке" çырнă тесе калас килет. Республикăра вăрçăра вилнĕ салтаксене асăнса 656 палăк лартнă, Аслă Атăлăн çÿллĕ çыранĕнчи Çĕнтерÿ паркĕнче Мухтав монуменчĕ пур. Паттăрсен ятне панă урам та чылай. Çар Мухтавĕн музейĕнче те ача-пăча сасси шăпланмасть.

Тата, паллах, Чăваш Республикин "Астăвăм кĕнеки" - пĕтĕм халăх паттăрлăхĕн наци летопиçĕ. Унта Тăван çĕршывшăн пынă çапăçусенче вилнисене пурне те ятран асăннă. Халĕ – унăн тăсăмĕ те, унта çапăçу хирĕнчен таврăннисен ячĕсене кĕртнĕ.

Пурте палăртаççĕ: пирĕн "Астăвăм кĕнеки" - Раççейре çак ярăмпа тухнă кăларăмсенчен чи лайăххисенчен пĕри, вăл Мускавра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Пуçтайăм сăрчĕ çинчи музейĕнче упранать. Ман шутпа, виççĕмĕш кăларăма, ăна хатĕрлемеллех, Аслă Çĕнтерĕве завод цехĕсенче тата колхоз уйĕсенче фронтовиксенчен кая мар туптанă паттăрсене халалламалла. Вĕсен паттăрлăхĕ те - тĕлĕнмелли тĕслĕх.

Вăрçă хĕрарăм сăнĕллĕ мар. Вăрçă - чăннипех арçын ĕçĕ. Анчах Чăваш Ен Амăшĕн сăнарĕ умĕнче тăнă май çакна палăртмасăр хăварма юрамасть: вăрçă çулĕсенче Чăваш Енрен 6560 хĕрарăм - пĕр дивизие яхăн! - фронта кайнă. Хăйсен ирĕкĕпе çак утăма тунă 36 медсестраран тăракан пирвайхи ушкăн вара çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчех фронта тухса кайнă! Пин-пин салтакăн хăйсем чĕрĕ юлнăшăн Чăваш Ен хĕрĕсене тав тумалла...

Паян Аслă Çĕнтерĕвĕн тискер хакне тепĕр хут асăнни вырăнлă: пирĕн çĕршыв 27 миллион ытла çынна çухатнă. Ку вара - Иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи мĕн пур çухатăвăн çурри. Çавна май эпир хамăрăн кашни утăмшăн яваплă, вĕсем, çÿлтен пирĕн çине пăхаканскерсем, ан намăсланччăр.

Çак кунсенче пирĕн халăх çак вăрçа халалланă фильмсене пушшех кăсăкланса пăхать, вăрçă çинчен çырнă литературăна тепĕр хут вулать, çавна май çамрăксем Çĕнтерÿшĕн мĕнешкел пысăк хак тÿлеме тивнинчен тĕлĕнеççĕ, ватăсем вара вăл е ку самантпа килĕшмесĕр тавлашаççĕ. Çапах хăш-пĕр вак-тĕвеке шута илмесен Михаил Шолоховăн экранизациленĕ "Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçнă" романĕнчи Иван Звягинцевăн кĕске, анчах пĕлтерĕшĕпе питĕ тарăн сăмахĕсене хакламаллах: "Пирĕн ĕçе нимĕнле ĕç кунĕсемпе те виçеймĕн!"

Çак ĕç 1418 кун тата çĕр пынă - фронтра та, тылра та. Оборона линийĕ хуласем, пушарсемпе ĕннĕ тата юнпа хĕрелнĕ çĕршыв урлă çеç мар, тарăхупа, ыратупа, куççульпе тата тĕлĕнмелле паттăрлăхпа тулнă кашни чĕре витĕр тухнă!

Ватă старшина сăмахĕсене тепĕр хут аса илер-ха: "Пирĕн халăха хура хуйхă хупланă. Çынсем çак хуйха ыйхăпа та хуплаймĕç, кăнтăрла та çав хуйхă витĕр кун çутине курмаççĕ. Пирĕн вара çакна яланах асра тытмалла. Халĕ те, юлташа, полкăн юлашки офицерне, пытарнă хыççăн, ас тумалла, кайран та, каннă чух хут купăс сасси янăранă май, асра тытăпăр. Пире ытти çын куçĕнчен пăхма намăс пулмĕ. Йывăр утăмсемпе малалла талпăнăпăр. Çав йывăр утăмсем çĕре кисретĕç. Тен, эсир те, лейтенант юлташ, пирĕн çав утăмсене илтĕр-ха!" Илтнĕ вĕт! Пирĕн халăх калашле, "халăх ылханĕ çĕре ÿкмест". Пирĕн салтак утнине пĕтĕм тĕнче илтнĕ, мĕншĕн тесен ку тавăрушăн çунакан çынсен утти кăна мар, Европа халăхĕсене çăлакан аслă çынсен утти пулнă.

Акăлчансен чаплă çар пуçĕнчен Бернард Монтгомери фельдмаршалтан малашне тăвасран сыхланмалли çар йăнăшĕсен списокне палăртма ыйтсан вăл пĕрремĕш номерпе çапла çырса хунă: "Раççее тапăнни. Ку - яланах ăнăçсăр шухăш". Анчах "Барбаросса" плана пуçарса фашистсем хăйсен ентешĕн Отто фон Бисмаркăн сăмахĕсене те маннă: "Нихăçан та Раççее ан тапăнăр".

... Пирĕн 1945 çулхи Çĕнтерÿ - çар çĕнтерĕвĕ çеç те мар, вăл - гуманизм идеологийĕ тискерлĕхе тата çынсене курайманлăха çĕнтерни.

Пысăкки инçетрен лайăхрах курăнать тесе ахальтен каламаççĕ.

... Сирĕн ăру - çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕ - уйрăм ăру. Вăл çирĕплĕхпе тата харсăрлăхпа кăна уйрăлса тăмасть. Вăрçă нушине хыçа хăварса эсир çыннăн чи лайăх пахалăхĕсене - патриотизм, хăвăра шеллеменни, ĕçченлĕх, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕрри - çухатман. Эсир - таса чунлă ăру.

Сиртен кашнийĕн - уйрăм, тĕлĕнмелле истори. Эсир тăшман Курайманлăх çине таяннипе çĕнтернĕ. Эсир вара вăрçа аçăр-аннĕре, аппăр-йăмăкăра, савнă хĕрĕре, мăшăрăра, ачăрсене хÿтĕлес, тăван хулана, яла, ачаран çывăх улăх-çарана, çырмана тăшманран сыхлас, пурнăçа хÿтĕлес тĕллевпе кайнă. Эсир Юрату ертсе пынипе çĕнтернĕ.

Аслă Çĕнтерÿ çутине пирĕн нумай ĕмĕр упрамалла. Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕлес опыт, тăшманпа çапăçса туптаннă Совет Çарĕн çар опычĕ, малтан тăшмана тĕп тума, кайран, вăрçă хыççăн, çĕршыва ишĕлчĕкрен çĕклеме ĕç тата экономика ресурсĕсене мобилизацилемелли мирлĕ опыт паян та кирлĕ. Çак опыт реформăсене пурнăçа кĕртекен паянхи Раççей çарне, çĕршывăмăр экономикине те пулăшать. Çитĕнекен ăрăва, Раççей пуласлăхне, патриотсен тата паттăрлăх тĕслĕхĕсем кирлĕ. Çĕнтерÿ çути - тĕрлĕ ăру, тĕрлĕ наци, тĕрлĕ шухăш-ĕненÿ çыннисене пĕтĕçтерекен иксĕлми вăй. "…"

Хисеплĕ фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем, салтаксен тăлăх арăмĕсем, вăрçă çулĕсенче нуша тÿснĕ хĕрарăмсемпе ачасем! Сире тата мĕн пур ентешĕмĕре Аслă Çĕнтерĕвĕн Аслă Кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, малашлăха шанма, çемьере тăнăçлăх, мирлĕ мĕн пур ĕçре çитĕнÿсем, телей сунатăп!

Сирĕн умăрта пуç таятăп!

Федоров, Н. Аслă Çĕнтерÿ çути ĕмĕрсем витĕр çиçтĕр : Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче каланă сăмах / Николай Федоров // Хыпар. – 2005. – 12 çу.