Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Пиктемир (Никитин) Николай Никитич
Пиктемир (Никитин) Николай Никитич
(1906-1943)

1906 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шупашкар районне кĕрекен Шемшерте çуралнă. 1916-1922 çулсенче хăйсен ялĕнчи ултă çул вĕренмелли шкулта, 1922-1926 çулсенче Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ, çакăнта вăл сăвăсем çырма тытăннă.

1926 çулхи кĕркуннерен пуçласа 1931 çулччен Шупашкар районĕнчи Ольтикассинчи пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1931 çулта ăна "Сунтал" журнал редакцине чĕнсе илнĕ. Малтан вăл журнал редакцийĕн литература сотрудникĕ, каярахпа редакцин яваплă секретарĕ пулнă.

1934-1935 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă, 1935-1938 çулсенче "Канаш" хаçат редакцийĕнче тăлмачă, литература сотрудникĕ тата пай пуçлăхĕ пулнă. Çав вăхăтра вăл вырăс писателĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ. Н. Пиктемир куçарнисем хушшинче И. Крылов юптарăвĕсем, В. Гюгон "Гаврош", А. Купринăн "Слон", А. Чеховăн "Каштанка" калавĕсем, М. Шолоховăн "Уçнă çерем" романĕн уйрăм сыпăкĕсем тата М. Лермонтовăн "Пирĕн вăхăтри герой" романĕ (Н. Янгаспа пĕрле куçарнă) паллă вырăн йышăнаççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен пĕр-икĕ çул хушши пĕтĕмпех литература ĕçĕпе пурăннă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, унта взвод командирĕ пулнă. 1943 çулта хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Сăвăç ытларах ачасем валли çырнă.

Тĕп кăларăм: "Колхоз ачисем" сăвă кĕнеки.