Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Аттай (Терентьев) Марк Сергеевич
Аттай (Терентьев) Марк Сергеевич
(1905-1942)

1905 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. 1913-1919 çулсенче Янкасри пуçламăш шкулта, 1917-1919 çулсенче Упири ултă çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. Ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр вилнĕ пирки 1926 çулчченех килте ĕçлесе пурăннă. 1926 çулта Шупашкара пурăнма куçнă: малтан типографире ахаль рабочи, кайран корректор пулнă. 1930-1932 çулсенче Шупашкарти рабфакра вĕреннĕ. Ун хыççăн темиçе çул хушши Канаш районĕнчи тулли мар вăтам шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1936 çулта Çĕпĕре тухса кайнă, унта вăрçă пуçланичченех тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронта пулнă.

Литература ĕçне 1924 çулта тытăннă. Çак çул "Канаш" хаçатра "Сăмакунккă" ятлă такмаксен ярăмĕ пичетленсе тухнă. Чи лайăх юптарăвĕсемпе такмакĕсем "Хĕрлĕ сăнă" (1929) кĕнекере пичетленнĕ.

М. Аттай пултарулăхĕн паллă уйрăмлăхĕсем вĕсем – çивĕч сăмах, публицистикăлăх, паянхи куншăн та кирлĕ пулни. Хайлавĕсем обществă ĕçне сăтăр тума хăтланакансене хаяррăн питлеççĕ, вăл вăхăтри политикăпа общество тапхăрĕн аталанăвне сăнласа параççĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Хĕрлĕ сăнă", "Çамрăк хунав".

1942 çулта фронтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.