Прозаик, сӑвӑҫ, публицист.
Вениамин Иванович Туртушов (Туртуш, Кепир) 1912 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хальхи Вӑрмар муницпаллӑ округӗн Кавал ялӗнче ҫуралнӑ. Кавалти сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта, Шупашкарти Тӗп чӑваш педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Канаш, Вӑрмар районӗсенчи тӗрлӗ шкулта, пӗр вӑхӑт Вӑрмарти райхаҫатра ӗҫленӗ, 1938-1941 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ, финн (1939-1940) тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫисене (1941-1942) хутшӑннӑ.
В. Туртуш – 1931-1942 ҫулсенче палӑрнӑ пултаруллӑ прозаик, сӑвӑҫ, публицист. Унӑн калавӗсемпе фельетонӗсем, сӑввисемпе поэмисем, тӗрлӗ статйисем Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» (1938 ҫулччен «Трактор» ятпа тухса тӑнӑ), республикӑри «Канаш», «Пионер сасси» хаҫатсенче, «Капкӑн», «Сунтал», «Ӗҫ хӗрарамӗ», «Илемлӗ литература» журналсенче пичетленсе тӑнӑ.
Туртушӑн тӑватӑ сӑвви 1973 ҫулта Г. Лукоянов пухса хатӗрленӗ «Вӗҫленеймен юрӑсем» кӗнекере, уйрӑм кӗнекен 2012 ҫулта кун ҫути курнӑ. Ӑна «Вениамин Туртуш: Суйласа илнисем. Калавсем. Фельетонсем. Сӑвӑсем. Поэмӑсем» ятпа Г.В. Ендерова (Раевская) пичетлесе кӑларнӑ.
1942 ҫулта Керчь хулишӗн пынӑ ҫапӑҫура тыткӑна лекнӗ те фашистсен лагерӗнче вилнӗ.
Вениамин Туртуш // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 225.
НАЗАД