Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Eллиев Eфрем Васильевич
Eллиев Eфрем Васильевич
(1907-1942)

1907 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Тутар Республикин Аксу районĕнчи Сĕнчелте çуралнă. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1922-1926 çулсенче Чистай хулинчи педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1926 çулта хăйсен ялĕнче пуçламăш шкулта ĕçлеме тытăннă. 1927 çулта Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ университетăн чĕлхепе литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Ăна унтан вĕренсе тухма май килмен: сывлăхĕ хăвăрт хавшама тытăннă пирки ирĕксĕрех яла таврăнма тивнĕ. 1928 çулхи çуркуннерен пуçласа каллех учитель ĕçне кÿлĕннĕ: малтан Анатри Паланлăпа Якурккелĕнчи пуçламăш шкулсенче ĕçленĕ, унтан Саврашри тулли мар вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1932 çулта Аксури педагогика училищине куçарнă. Кунта чăваш чĕлхипе унăн методикине вĕрентнĕ, Хусанти педагогика институтĕнчи вырăс чĕлхипе литература факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах фронта кайнă.

Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тытăннă пултаруллă çыравçăсенчен пĕри. Унăн хайлавĕсем "Сунтал" журналта тата "Трактор" альманахра пичетленнĕ. Вĕсем тарăн психологиллĕ, çут тĕнче çине философ куçĕпе пăхакан тата çирĕп шухăшлă сăнарсемпе палăрса тăраççĕ.

Çыравçă пултарулăхĕнчи тĕп герой – хăйĕн чăн-чăн телейне колхозра тупнă ĕçчен колхозник. Унăн ĕмĕчĕ – ялти тÿрĕ кăмăллă мĕнпур хресченсемпе пĕрле колхоза кĕрсе, ял пурнăçне тата пуянтарах, тата илемлĕрех тăвасси. Çыравçăн чи лайăх хайлавĕсене пухса Чăваш кĕнеке издательстви 1963 çулта "Калавсем" ятлă кĕнеке кăларнă. 1973 çулта "Суйласа илнисем" ятпа калавсен пуххи пичетленсе тухнă. Калавĕсенче чăваш чĕлхин çепĕçлĕхĕ тата илемлĕхĕ палăрать.

1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче Калинин хули патĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.