Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Ольга Васильевӑн кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑма  «Саккӑрмӗшсем» шкул повеҫӗ тата халапсемпе калавсем кӗнӗ.

Калав-повесть ҫырма Ольга Леонидовна Васильева (Федорова) Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухнех пуҫланӑ. 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ…» пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унсӑр пуҫне унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Кӗтмен юрату», «Саламлӑр аннӗре», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка» коллективлӑ сборниксенче кун ҫути курнӑ.

Ольга Васильева произведенисене мӗнле ҫырнин историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурнӑҫра тӗл пулнӑ интереслӗ самантсене аса илчӗ. Кӗнекери чылай ӗҫ-пуҫ авторпа хӑйӗнпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе пулса иртнӗ иккен. Вӑл хӑй Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, юлашки вӑхӑтра палӑрнӑ кивӗ чугун ҫул кӗперӗн сӑнарне те асӑннӑ кӗнекене кӗртмесӗр хӑварайман. Варкӑшҫӑсене ун пирки те кӑсӑклӑ каласа пачӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Ольга Иванова редактор ал ҫырупа епле ӗҫленине каласа пачӗ, яланхиллех кашни хайлавне тӗплӗн тишкерчӗ. «Хайлаври кашни сӑнарӑн хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗ, сӗмленӗвӗ. Чуна пырса тивекен самант йышлӑ кӗнекере. Калавсемпе халапсенче автор тӑван тавралӑха, тӑват ураллӑ туссене юратмалли ҫинчен асӑрхаттарать. Унӑн произведенийӗсем пурнӑҫа хаклама вӗрентеҫҫӗ. «Килсӗр йытӑ» калавӑн вӗҫне ҫыравҫӑна улӑштарма сӗнтӗм, анчах та автор хӑйӗн позицийӗнчен пӑрӑнмарӗ. Тен, ҫапла кирлӗ те…», – пӗлтерчӗ редактор хӑйӗн шухӑшне.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ. Писателӗн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ. «Ольга Васильева пурнӑҫ чӑнлӑхне ҫутатса панисем чылай вӑхӑт иртнӗҫӗмӗн Игнатий Иванов, Иван Юркин хайлавӗсем пек нихӑҫан та кивелмӗҫ, вӑл вӑхӑта пӗлме, туйма пулӑшӗҫ», – терӗ тӗпчевҫӗ. 

«Асӑннӑ кӗнекене ҫыравҫӑ ачасене ӑнланмалла, ҫӑмӑл та илӗртӳллӗ чӗлхепе ҫырма пултарнӑ. Прозӑра автор сӑмахӗсем ытларах кирлӗ. «Саккӑрмӗшсем» шкул повӗҫӗнче ытла нумай перонаж. Тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ытларах тӗп герой тавра аталанмалла пек туйӑнать. «Чӗкеҫ пилӗ» халапри чӗкеҫ сӑнарне, шухӑшлавне автор тарӑннӑн, шалтан курма пӗлни мана тыткӑнларӗ. «Килсӗр йытӑ» калаври йытӑ сӑнарӗ вара питӗ вӑйлӑ пулса тухнӑ», – тесе каларӗ Людмила Сачкова ҫыравҫӑ. Ҫавӑн пекех хайлавсен пуххине тишкернӗ май вӑл унта тӗл пулакан неологизмсем, диалект сӑмахӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

«Варкӑша» килнӗ Светлана Асамат, Раиса Воробьева, Дмитрий Моисеев, Лидия Сарине, Ирина Кошкина ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Рубцова, Эвелина Малеева библиотекарь, Елена Кудрявцева, Геронтий Никифоров вӗрентекенсем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, малашне те хастар ӗҫлеме прозаика ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ. Ачасене ӑс-тӑн паракан кӗнеке нумай вулакан чӗринче хӑйӗн вырӑнне тупасса, усӑллӑ пуласса шаннине палӑртрӗҫ вӗсем. Уяв савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ.