Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубне çӳрекенсем çулталăк тăршшĕпех чăваш çыравçисен кĕнекисене вуласа сӳтсе яваççĕ. 2023 çултанпа вара çĕртме уйăхĕнче варкăшçăсем литература пикникĕ ирттереççĕ те икĕ уйăхлăха каникула каяççĕ. Кăçал та ку йăларан пăрăнас темерĕç – çанталăк çиллĕ те сулхăн пулнине…

Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш писателӗн, журналисчӗн, Алексей Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗн Николай Ларионовӑн «Анне чӗри ӑшши» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Унта литераторсем, ҫыравҫӑсем, ӑслӑлӑх, культура ӗҫченӗсем, вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, общество хастарӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Сӑвӑсен пуххине автор 65 ҫулне халалласа пичетлесе…
Ака уйăхĕн 28-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Кунта «Варкăш» литература клубĕн тĕпелĕнче Тимĕр Алюш Валин Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă «Нарпике ăраскалĕ» романне пахаларĕç. Прозаиксемпе поэтсем, библиотекарьсемпе журналистсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем хайлава хĕрӳ сӳтсе яврĕç. Мероприятие вулавăш ĕçченĕ…

Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» вĕренӳ акцийĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет. Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин Халăхсен туслăхĕн çурчĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар»…
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи теми чылай поэт-прозаика тата драматурга алла ручка тытма хистенĕ. Ку произведенисенче хаяр çапăçусемпе салтаксен паттăрлăхĕ, тылри ĕçченсен хастарлăхĕ, совет халăхĕн парăнманлăхĕ туллин сăнланнă. Кашни ăрăвах асăннă тема патне таврăнса тĕрлĕ енчен çутатма тăрăшать. Çĕнни мĕнех калăн-ха тетĕн. Тупăнать иккен.…

Чӑваш Республикин Наци библиотекинче кунсерен вун-вун мероприяти иртет, кашниех хӑйне килӗшекеннине суйлама пултарать. Ҫав хушӑрах пурне те пӗрлештерекен, кӑсӑклантаракан, илӗртекен уявсем те пулаҫҫӗ. Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнекин хӑтлавӗ шӑпах ҫавӑн пеккисен шутне кӗрет. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, таврапӗлӳҫӗсемпе ӑсчахсем,…

Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш поэчӗн, журналисчӗн Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Унта литераторсем, ӑслӑлӑх, культура ӗҫченӗсем, вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, общество хастарӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӗнеке уявӗнче (Ольга Лукова, Алена Алексеева, Елена Смородинова, Любовь Гордеева, Ирина Лампасова, Михаил Федоров,…

Çак кунсенче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Николай Агаковăн «Хĕвел ăшшиллĕ туйăм» кăларăмĕн хăтлавĕ иртрĕ. Ăна пахалама «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем, çыравçăсемпе библиотекарьсем пуçтарăнчĕç. Мероприятие «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ, Ирĕк Килтĕш ӳнерçĕ «Варкăшăн» мухтав юррийĕпе пуçларĕ. Шел те, ялта пурăнакан…
Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕ çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ кал-кал ĕçлет. Çĕнĕ çулта та варкăшçăсем хăнăхнă йăларан пăрăнмарĕç – кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче черетлĕ хайлава сӳтсе явма пуçтарăнчĕç. Хальхинче вĕсем Ольга Рубцовăн «Телейлĕ билет» кăларăмне пахаларĕç. Хăтлă залра поэтсемпе прозаиксем, критиксемпе журналистсем,…
2026 ҫулхи паллӑ кунсем
2026 ҫул тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗнче мӗн-мӗн пулса иртессине вӑхӑтра пӗлсе тӑма Чӑваш Республикин Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ «Ҫулталӑк кӗнеки 2026» кӑларӑм пулӑшӗ. Кӑларӑм 1967 ҫултанпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл Чӑваш енри истори пулӑмӗсемпе, уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗпе тата…
