Ака уйăхĕн 28-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Кунта «Варкăш» литература клубĕн тĕпелĕнче Тимĕр Алюш Валин Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă «Нарпике ăраскалĕ» романне пахаларĕç. Прозаиксемпе поэтсем, библиотекарьсемпе журналистсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем хайлава хĕрӳ сӳтсе яврĕç. Мероприятие вулавăш ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ.
Тĕлпулăва Ирĕк Килтĕш (Валерий Краснов) ӳнерçĕ тата сăвăç «Варкăш» литература клубĕн гимнĕпе уçрĕ: хăй çырса кĕвĕленĕ мухтав юррине гитара каласа шăрантарчĕ. Залра пухăннисем вара пĕрле юрларĕç. Тимĕр Алюш Вали те (вулакансем ăна Валентина Кириллова ятпа та пĕлеççĕ) Ирĕк Килтĕш пекех вăрăм çула кĕскетсе Елчĕк тăрăхĕнчен çитнĕ. Чи малтанах Валентина Алексеевна хăй çинчен каласа пачĕ. Вăл 1963 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралнă. 1982 çулта тăван районти «Октябрь ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Геннадий Уткин чĕнсе илнипе унта ĕçлеме пуçланă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. 1988 çулта алла диплом илсен Елчĕк салине куçса килнĕ, «Елчĕк ен» район хаçатĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех, вăтăр тăватă çул ытла, тăрăшнă.
Çыравçăн чылай хайлавĕ «Елчĕк ен», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсенче пичетленнĕ. 2023 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Сас пачĕ ывăлăм» кăларăмĕ кун çути курнăччĕ. Ун хыççăн Валентина Алексеевна калăпăшлă произведени çырма тĕв тунă. Ку ĕмĕт пĕлтĕр тинех пурнăçланнă – «Нарпике ăраскалĕ» тухнă. Унта автобиографиллĕ самантсем те йышлă-мĕн. Кун кĕнеки çырса пыни пултарулăх ĕçĕнче самай пулăшнă: тетрадьсенче пухăннă материалпа роман калăпланă чухне усă курнă. Сăнарсен ячĕсене те сайра тĕл пулаканнисене суйласа илнĕ вăл. Малтанлăха вулаканшăн вĕсем кăткăсрах пек туйăнма пултараççĕ, анчах хăнăхса çитсен чуна вырнаçаççĕ, вĕсене нихăш çыравçăн геройĕсемпе те пăтраштармастăн.
«Нарпике ăраскалĕ» кĕнекери ĕçсем 1900–2023 çулсенче пулса иртеççĕ. Романри тĕп сăнар – Нарпике ятлă чăваш хĕрĕ. Хайлав пуçламăшĕнче вулакан унăн аслашшĕ-асламăшĕн – Тимреспе Сарпин – кун-çулĕпе кĕскен паллашĕ, унтан ашшĕпе амăшĕ – Арханпа Элиме – патне куçĕ. Шăпах вĕсен пĕрремĕш пепки-мĕн Нарпике. Туслă та пуян çемьере ӳсекенскерĕн малашлăхĕ те çутă, пулас пек. Тăван яла, çĕр ĕçне питĕ юратать вăл. Тантăшĕсем пек хулана кайма ĕмĕтленмест, çуралнă тăрăхрах тĕпленесшĕн.
Чăваш кĕнеке издательствин директорĕн – тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова алçырупа еплерех ĕçленине аса илчĕ. «Валентина Алексеевна – питĕ тăрăшуллă автор. Редактор каланине тимлесе йышăнать, асăрхаттарусене шута илет, мĕн пĕлнипе чарăнса лармасть, пĕлĕвне ӳстерме-тарăнлатма тăрăшать. Хайлав чĕрĕ, ĕçсем хăвăрт пулса иртеççĕ, вĕсем хронологи йĕркипе пулса пыраççĕ. Хăш-пĕр йăла-йĕркене мĕнпур вулакан илтмен те пуль. Анчах вĕсем пулмалла мар тенине пĕлтермест ку. Диалект сăмахĕсене те хăвартăмăр, вĕсене сноскăсенче ăнлантарса панă. Авторăн чĕлхи сĕтеклĕ те пуян», – терĕ Ольга Леонидовна.
Ольга Австрийская çыравçă та романа пысăк хак пачĕ. «Нарпике – çирĕп кăмăллă хĕрарăм. Йывăрлăхсене парăнмасть, шав малалла утать. Вăл – вĕçĕмсĕр аталанура, пĕр вырăнта тăпланса-хытса лармасть. Тимĕр Алюш Валин тĕп сăнарĕ Улькка Эльменĕн «Упраймарăм сана…» романĕнчи Машăна аса илтерет. Вĕсен шухăш-кăмăлĕнче, пурнăç çине еплерех пăхнинче пĕрпеклĕхсем пур», – терĕ Ольга Михайловна.
Раиса Воробьева поэт романа тишкерӳллĕ куçпа вуласа тухнă. «Тĕрлĕ сăвă-юрăпа, ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе автор вырăнлă усă курать, ялта калакан сăмахсене кĕртсе хăварать. Нарпике – вăйлă чăваш хĕрарăмĕ. Темле йывăр пулсан та упăшкине тĕртсе ямасть вăл, туртса пырать. Пирĕн пурнăçа çутатса панă кунта», – терĕ Раиса Васильевна.
«Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Антонина Андреева «Нарпике ăраскалне» классика шайĕнчи хайлав тесех çирĕплетрĕ. «Ку кĕнекере – пирĕн ачалăх, çамрăклăх. Кунта çырни чуна пĕтĕмпех çывăх. Çемьене еплерех тытса пымалли çинчен те вуласа пĕлме пулать. Автор кирек хăш саманашăн та пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хускатнă. Çамрăксене вулаттарас килет ку произведение: тен, хăшне-пĕрне йăнăш утăм тăвассинчен, çăмăлттайла хăтланассинчен упраса хăварĕ», – терĕ Антонина Васильевна.
Владислав Николаев çыравçă-журналист Валентина Алексеевнăна канфет коробки тыттарнă май: «Чĕлхĕр ялан пылак пултăр», – терĕ. «Романа вуланă май куç умне кинокадрсем тухса пыраççĕ тейĕн. Сценари евĕрех вуланать – пĕр ӳкерчĕк тепринпе черетленет. Нарпикене вăйлă хĕрарăм тесе пĕрре мар асăнчĕç ĕнтĕ. Пирĕн тата вăйлă арçын сăнарĕ калăплама вĕренмелле-ха. Чăваш литературине питĕ çитмест вăл», – шанăçне пĕлтерчĕ Владислав Дмитриевич.
Елена Кудрявцева вĕрентекен хайлава ыйхă пирки мансах вуласа тухнă. Сăнарсемпе пĕрле тарăхнă та, савăннă та. Юлашкинчен Нарпикене халалласа сăвă та çырнă:
Тĕллев лартсан ума –
Васкать пурнăçлама.
Вăй-хал тапса тăрать унра,
Тасалăх çухалмасть чунра.
Мĕн тĕрлĕ йывăрлăх курман-ши?
Мĕн витĕр çеç эсĕ тухман-ши?
Çапах алла усман,
Чĕре чул пек хытман.
Пурнас вăй-хал сӳнмен,
Шалта пурах хĕлхем.
Владимир Степанов «Нарпике ăраскалĕ» хĕрарăмсен кăмăлне каймалли кăларăм пулнине палăртрĕ. Алексей Зотиков тележурналист тĕп сăнарăн кун-çулне кăсăкланса йĕрлесе тухнă. Вăл Тайманпа пĕрле пулманшăн, малтан Юмана, унтан Нехмете суйланăшăн кăмăлсăрланнине пытармарĕ. «Тайман – лăпкă каччă, интеллигент, лайăх çемьере çуралса ӳснĕ. Таса чунлăскер, паллах, хăйне сĕмсĕрле тытмасть. Нарпике хăй унран тарса çӳрет вĕт. Шăпи ăнманнишĕн кама айăпламалла вара? Хăйне кăна. Тайманăн ĕмĕрĕ епле йĕркеленнине пĕлес килетчĕ. Ун çинчен вара нимех те тупаймарăм», – пăшăрханса каларĕ Алексей Валерьевич. Унăн та чăваш литературинче мемме арçын сăнарĕсене кăна мар, вăйлисене те курас килет-мĕн.
Варкăшçăсене итлесе ларнă май Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ хăтлаврах сăвă çырса пăрахнă иккен. Ăна пухăннисене вуласа пачĕ:
Кукăр-макăр йывăç хыçĕнчен
Шурăмпуç хĕвелĕ хăпарать,
Кукăр-макăр йывăç çумĕнче
Нарпике пуçне усса тăрать.
Нарпике, ăçта сан телейӳ,
Телейне памарĕ-им шăпу?
Ан кулян пуçна çавăрттарса,
Хĕвел тухрĕ саншăн ярăнса.
Пурнăçу тумхахлă пулнăран
Ĕмĕр тăршшĕпех асап куран.
Кукăр-макăр шухăшсен тыткăнĕнчен
Тухмаллах – çавна эс ăнланан.
Нарпике, сан çутă куллунта
Ăрăскал шевли йăлтăртатать,
Ĕненсем: пурнан пурнăçунта
Пурте малашне чипер пулать.
Уяв каçĕ вĕçĕнче Валентина Алексеевна романăн малаллахи пайне çырма пуçăннине пĕлтерчĕ. Эппин, вулакан Нарпикепе татах та тĕл пулĕ-ха.
Чӑваш кӗнеке издательстви