Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш писателӗн, журналисчӗн, Алексей Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗн Николай Ларионовӑн «Анне чӗри ӑшши» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Унта литераторсем, ҫыравҫӑсем, ӑслӑлӑх, культура ӗҫченӗсем, вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, общество хастарӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Сӑвӑсен пуххине автор 65 ҫулне халалласа пичетлесе кӑларчӗ. Кӑларӑм Ульяновск хулин типографийӗнче пичетленсе тухнӑ. Умсӑмахне ҫыраканӗ – чӑваш писателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Тарават, дизайнерӗ – Любовь Папета.

«Анне чӗри ӑшши» сборнике Николай Ларионовӑн литература ҫулӗн пуҫламӑшӗнче хайланӑ сӑввисен пӗр пайне тата икӗ юптару кӗртнӗ. Каярах ҫырнисем тата вырӑс поэчӗсен сӑввисен куҫарӑвӗсем уйрӑм пайра вырӑн тупнӑ. Автор сӑввисене чылай ҫыравҫӑсем вырӑсла куҫарнӑ, вӗсемпе те кӗнекере паллашма май пур. Кӗнекене юмах вӗҫлет. Ӑна ирӗклӗ сӑвӑ виҫипе, юптару стилӗпе хайланӑ.

Поэзие юратакансем Николай Ларионов кӑларӑмне хапӑлласах йышӑнасси куҫкӗретех. Сӑвӑсен пуххи пур вулакана та ҫывӑх пуласса шанатпӑр. Кӗнеке уявӗнче ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашма, поэтӑн сӑввисене итлесе киленме май пулӗ.

Тӗл пулу библиотекӑн конференц-залӗнче (137 пӳлӗм) иртӗ.

Уяв 15.00 сехетре пуҫланать.

Пурне те хапӑл туса кӗтетпӗр! Ыйтса пӗлмелли телефон (8352)23-02-17 (хуш. 144).