Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Георгий Федоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ.

Георгий Иосифович Федоров – чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫи, прозаикӗ, сӑвӑҫи, филологи наукисен докторӗ, профессорӗ. Вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен, 4 монографи, учебниксен, вӗренӳ кӗнекисен авторӗ. Унӑн 2022 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи» (У нас колесница одна) кӗнеки «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑк кӗнеки-2022» республикӑри фестиваль-конкурсра мала тухрӗ.

Тӗл пулура «Суйласа илнисем» кӑларӑмпа тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Чӑваш литературине кӑмӑллакансене «Варкӑш» клуба йыхравлатпӑр.

137 пӳлӗмре 18 сехетре пуҫланать.

Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!