Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ прозаик, журналист, драматург, куҫаруҫӑ Ольга Николаевна Туркай ҫуралнӑ кунӗ тата авторӑн «Паянхи кун» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Уяв тӑршшӗпех Ольга Николаевна ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем, саламсем янӑрарӗҫ.

Уява Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн администрацийӗн шалти политикин управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Людмила Шурекова уҫрӗ. «Пурнӑҫ йӗрки мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ольга Николаевна, эсир каялла ҫаврӑнса пӑхсан сирӗн ҫул илемлӗ те такӑр пулнине курма пулать, малашне те вӑл анлӑ та хитре, сарлака та чаплӑ пултӑр», – тесе саламларӗ патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракан.

Александр Магарин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн секретариачӗн ертӳҫи, юбиляра Хисеп хучӗ парса чысларӗ, салам сӑмахӗсем каларӗ: «Ирхине ирех чӑваш радиона ҫутсан Ольга Туркай ҫепӗҫ сассипе пуҫланакан «Паянхи кун» кӑларӑма илтме пулать. Вӑл вӑрӑмах мар пулсан та итлекенсем валли питӗ пӗлтерӗшлӗ».

Ольга Николаевнӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ те хӑйне евӗрлӗ. Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова ҫыравҫӑ, журналист пурнӑҫӗпе тата ҫитӗнӗвӗсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. «Ольга Николаевна – вӑл хӑй пӗр тӗнче. Автор чи малтан хӑйне хумхантаракан, уншӑн чи ҫывӑх пулӑмсене чунӗ витӗр кӑларса ҫырать. Ҫавна май ун хайлавӗсенче ӑшӑлӑх, савӑнӑҫ, ҫӳтӑлӑх, телейпе ырлӑх курма пулать», – тесе палӑртрӗ Надежда Григорьевна.

Уява республикӑри тӗп театрсен артисчӗсем те хутшӑнчӗҫ: К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн пултаруллӑ артисчӗсем пӗрле ӗҫленӗ самантсене аса илчӗҫ, ҫыравҫӑна вӑрӑм кун-ҫул сунчӗҫ, ҫӗнӗ хайлавсем ҫырма сӗнчӗҫ.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Ольга Туркай ҫырнӑ «Санӑн йыхравна эп илтрӗм» монодрамӑн пӗр сыпӑкӗпе паллаштарчӗҫ. Пӗчӗк-пӗчӗк новеллӑсенчен хатӗрлесе тунӑ цифра технологийӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ спектакль залри куракансен чунне  тыткӑнларӗ.

Владимир Иванов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ, Петр Краснов, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ, радиопа телевидени  ӗҫченӗсем, чӑваш ҫыравҫисем, художникӗсем, оперӑпа эстрада юрӑҫисем, Чӑваш наци конгресӗн, Вӑрмарпа Каҫал тӑрӑхӗсен ентешлӗхӗсен представителӗсем тата ытти сумлӑ хӑнасем Ольга Туркай пултарулӑхне пысӑк хак пачӗҫ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ. Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи «Гармония» ансамбль, Валентина Михайлова, Валентина Двойнова, Роза Степанова, Елена Енжей шӑрантарнӑ юрӑсем уява илем кӳчӗҫ, хӑнасене хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.