Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх писателӗн, поэчӗн, публицисчӗн, журналисчӗн, К. Турхан ячӗллӗ преми лауреачӗн Денис Гордеевӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Ӑна ҫыравҫӑ 85 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява хутшӑнакансем авторӑн «Ҫӗн кунӑн телейне шанатӑп» ҫӗнӗ сӑвӑ сборникӗпе паллашӗҫ, ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне пӑхса тухӗҫ, хайлавӗсен хӑйне евӗрлӗхне тишкерӗҫ.
Денис Гордеев Комсомольски районӗнчи Асанкассинче 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чылай ҫул республикӑри масӑллӑ информаци хатӗрӗсенче вӑй хунӑ, Чӑваш писателӗсен союзӗн правленийӗн литература консультантӗнче, СССР Литература фончӗн Чӑваш уйрӑмӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Гордеев Д.В. пултарулӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ. Вулакансем ӑна ытларах прозаик пулнипе пӗлеҫҫӗ, ҫак кунсенче унӑн сӑвӑ кӗнеки те пичетленсе тухрӗ. Авторӑн паллӑрах кӗнекисем: «Акман ыраш», «Куккуклӑ сехет», «Пӑсташ», «Хуп хушшинчи ҫылӑх», «Ҫич ҫунатлӑ курак», «Хӗрес хывнӑ хӗвел», «Макумба ташши», «Аҫаҫури» тата ыттисем те.
Чӑваш литерататурипе культурине кӑмӑллакансене Денис Гордеевӑн пултарулӑх каҫне чӗнетпӗр. Уявра ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллаштарӑпӑр.
Уяв каҫӗ ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланать (137 пӳлӗм). Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!