Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Михаил Николаевич Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Уява патшалӑхпа общество, культурӑпа искусство деятелӗсем, ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, ентешӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем, вӗрентекенсем, студентсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) – Чӑваш Республикинче самаях палӑрнӑ ҫыравҫӑ. Прозӑра анчах мар, журналистика тӗнчинче те палӑрчӗ вӑл. Очерксем, публицистика хайлавӗсем калӑплать. Михаил Николаевич патшалӑхӑн яваплӑ вырӑнӗсенче чылай ҫул ӗҫлерӗ. Ҫавна май  унӑн ӗҫтешӗсем Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, патшалӑх деятелӗ Ольга Денисова тата Чӑваш Республикин Наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова саламларӗҫ, унӑн ӗҫ-хӗлне, ҫынлӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский унӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине палӑртрӗ, культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн кӑкӑр ҫине ҫакмалли ятарлӑ паллӑпа чысларӗ.

Чӑваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗн ертӳҫи, прозаик  Ольга Куликова (Улькка Эльмен) ҫыравӑн пултарулӑхӗ чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑнчӗ, юбиляра Хисеп хучӗ парса чысларӗ. «Хайлавӗсенче Михаил Николаевич паянхи куншӑн уйрӑмах пӗлтерешлӗ ыйтусем хускатать. Вӑл тӑван литературӑра хӑйӗн вырӑнне тата вулаканне тупни савӑнтарать»,– терӗ Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Фёдорова унӑн пултарулӑхне, литературӑри ҫитӗнӗвӗсене тишкернӗ май.

Михаил Николаевича ҫавӑн пекех чӑваш халӑх поэчӗсемпе писателӗсем Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Юхма Мишши, Раиса Сарпи, Светлана Асамат чылай ырӑ сӑмах каларӗҫ, унпа тӗл пулнӑ самантсене аса илчӗҫ, малашне те литература анинче тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй-хӑват, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ. Уяв тӑршшӗпех юбиляр ячӗпе ӑшӑ саламсем янӑрарӗҫ. Вӑрмар округӗн ентешлӗх представителӗсем, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ делегаци ушкӑнӗ, Чӑваш Наци конгресӗн президенчӗ Владимир Клементьев тата ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ. Ҫавӑн пекех уявра Ара Мишшине Вӑрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ ят парса чысларӗҫ.

Халӑхпа лӑк тулнӑ зал юрӑ-кӗвӗпе кӗрлесе кӑна тӑчӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пынипе «Эткер» фольклор ушкӑнӗ тата юбилярӑн ентешӗсем Алина Михайловӑпа Валентина Михайлова чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ, хӑнасен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗҫ. Михаил Краснов пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерчӗксем пултарулӑх каҫне илем кӳчӗҫ. Уява сума суса килекенсене Михаил Николаевич чун-чӗререн тав турӗ.