Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Ҫеҫпӗл» илемлӗ фильма ӳкернӗренпе 55 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Фильма 1970-мӗш ҫулта «Довженко» киностудийӗ Ю. Збанацкийӗн романӗ тӑрӑх ӳкернӗ.
Фильмра чӑваш поэчӗн Ҫеҫпӗл Мишшин сӑнарӗ урлӑ Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑ тапхӑра, Чӑваш Енӗн 1920 ҫулсен пуҫламӑшӗн историне те, Шупашкар хулин авалхи пайӗн ландшафтне те кӑтартса панӑ. Чӑваш поэчӗн кун-ҫулӗ ҫав тери драмӑллӑ пулнӑ пулин те – вӑл ҫирӗп ҫын, ӗҫре те, кӗрешӳре те ҫамрӑк республикӑшӑн ҫунать. Тӗп герой шӑпи урлӑ чӑваш халӑхӗн нацилӗх сӗмӗпе паллаштарать. Поэт ролӗнче – Иосиф Дмитриев, актер, режиссер.
Ҫак роле калӑплаканӑн Иосиф Дмитриевӑн ҫуралнӑ кунӗнче – ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче сире тематика каҫне йыхравлатпӑр.
15:00 сехетре пуҫланать, «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче (201 пӳлӗм) иртет.