26 | 04 | 2024

Аслӑ поэта халалласа

Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотеки тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ йӗркеленипе чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртрӗҫ. Чи малтанах Ленин проспектӗнчи 38 ҫурт (П. Хусанкай юлашки 10 сулне пурӑннӑ) ҫине вырнаҫтарнӑ асӑну хӑми патӗнче митинг пулчӗ, унта паллӑ ҫыравҫӑсем, журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ, аслӑ поэтӑмӑрпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илчӗҫ.

Фоторепортаж

Малалла калаҫу филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай ертсе пынӑ «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ҫавра сӗтелре тӑсӑлчӗ. Пухӑннисем – тӗпчевҫӗсем, калем ӑстисем, общество деятелӗсем, вӗрентекенсемпе студенсем - Хусанкай пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тепӗр хут пӑхса тухрӗҫ, поэтӑн эткерлӗхне, литературӑри тӳпине пысӑка хурса хакларӗҫ.

Тӗп докладпа филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Юрий Артемьев профессор тухса калаҫрӗ, вӑл Петӗр Хусанкайӑн нумай енлӗ ӗҫӗ-хӗлне уҫса пачӗ, унӑн пултарулӑхӗн хӑш-пӗр тапхӑрӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Юрий Михайлович шухӑшӗпе «халӑхӑн хӑйӗн поэтне тивӗҫлӗ пулмалла. Чӑвашсен чи вӑйлӑ поэтсем виҫҫӗ – Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши тата Петӗр Хусанкай. Хусанкайра чӑваш сасси кӗрлесе тӑрать».

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай калашле «ытлашши пуян эпир аслӑ поэтсемпе. Петӗр Хусанкая Дагестанра, Тутарстанра, Башкортостанра, Кабардино-Балкаринче тата ытти нумай ҫӗрте лайӑх пӗлеҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ». Валерий Владимирович пухӑннисене чӑвашсен сумлӑ делегаци йышӗнче Тутар Республикине юратнӑ поэта асӑнма кайса килни ҫинчен хумханса каласа пачӗ.

«Хусанкай чӗлхи, шухӑшлав йӗрки маншӑн пӗрремӗш тӗслӗх, - пӗлтерчӗ чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хӑйӗн сӑмахӗнче.

Виталий Родионов профессорӑн, Анатолий Кипеч, Борис Чиндыков, Арсений Тарасов, Любовь Фёдорова, Василий Пушкин ҫыравҫӑсен, Аль-Балауи Бассам докторӑн шухӑшӗсем, аса илӗвӗсем итлекенсене ҫав тери кӑсӑклантарчӗҫ. Уявра Петӗр Хусанкай сӑввисене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова, чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, мари сӑвӑҫи Ипполит Лобанов хавхаланса вуларӗҫ. Хӑнасем «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» кӗнеке куравӗнче Петӗр Хусанкай кӗнекисемпе, ӗҫӗсемпе тӗплӗнрех паллашма пултарчӗҫ. Уяв тӗлне Наци библиотекин ӗҫченӗсем виртуаллӑ курав та йӗркелерӗҫ, вӑл библиотека сайчӗ ҫинче ҫав адреспа вырнаҫнӑ.

Хыпара хатӗрлекенӗ

«Чӑваш кӗнеки» центрӗн ӗҫченӗ

Ольга Тимофеева