Сисӗнмесӗрех 2023 ҫула пырса кӗтӗмӗр. Кӑҫалхи ҫул та ыттисем пекех тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗнче мӗн-мӗн пулса иртессине вӑхӑтра пӗлсе тӑма Чӑваш Республикин Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ «Ҫулталӑк кӗнеки 2023» кӑларӑм пулӑшӗ. Календарь 1967 ҫултанпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл…
Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, драматургӗ Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫитнине халалланӑ «Ҫыратӑп эпӗ кӑранташпа мар, чӗремҫӗм татӑкӗпе…» асӑну каҫӗ иртет. Паллӑ ентешӗмӗре сума суса чӑваш писателӗсем, журналистсем, тӗпчевҫӗсем, вулакансем пухӑнӗҫ. Уява хутшӑнакансем ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне, хайлавӗсен хӑй…

Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Шел пулин те, автор хӑй килеймерӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма пӗр…
Мухтавлӑ поэта халалласа
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗнче, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ҫеҫпӗлҫӗсем пухӑнчӗҫ. Уява йӗркелекелесе ертсе пырканӗ чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Ҫеҫпӗл Мишши поэзийӗ паян та актуаллӑ пулни ҫинчен каларӗ, ҫак кун республикӑра иртекен мероприятисемпе паллаштарчӗ. Вӗсенчен пӗри – «Эп пурӑнатӑп! Я…
Чăваш Республикин Наци библиотекинче юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Варкăш» литература клубĕн ларăвĕ тĕлĕнмелле çĕкленӳллĕ те хаваслă иртрĕ. Конференц-зала халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. «Ют пахчари хăмла çырли» илĕртрĕ мар-и писательсемпе журналистсене, редакторсемпе библиотекарьсене, артистсемпе юрăçсене. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çакăн ятлă калав пуххи…

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫин, журналисчӗн Владимир Кузьминӑн 85 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртет. Уява чӑваш писателӗсем, тӗпчевҫӗсем, ентешӗсем, вулакансем хутшӑнаҫҫӗ. Уява хутшӑнакансем ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне, хайлавӗсен хӑйне евӗрлӗхне тишкерӗҫ. Владимир Порокопьевич Кузьмин ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрнар…
Чӑваш Республикин Наци библиотекинче утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Николай Александрович Теветкел (Петровский) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Фоторепортаж Мероприятие культурӑпа искусство деятелӗсем, ӑсчахсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем,…

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ, ларăва халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, артистсемпе çыравçăсем, журналистсемпе вĕрентекенсем тата библиотекарьсем пĕр шухăшлă пулса Лариса Петрова çамрăк сăвăçа…

Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Юхма Михаил Николаевич» биобиблиографи кӑтартмӑшне пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӗнеке уявне ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, Юхма Мишши пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Наци библиотекин ӗҫченӗсем хатӗрлесе кӑларнӑ сумлӑ кӑтартмӑш Юхма Мишши чӑваш халӑх писателӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пур енлӗн…

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнипе ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Наци библиотеки Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗпе тата Чӑваш кӗнеке…