Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Чӑваш ача-пӑча литератури» онлайн-лекци иртет. Калаҫаканӗ – филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев.

Ача-пӑча литератури – чӑваш литературин пӗр пайӗ. Ӑна литература тӗпчевҫи XX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче туллин тӗпчеме тытӑннӑ. Пуян материал пухса вӑл «Чӑваш ача-пӑча литератури» монографи ҫырнӑ.

Чӑвашсен ача-пӑча литератури хӑҫан аталанма пуҫланӑ? Мӗнле-ши унӑн литертурӑри вырӑнӗ? Ачасем валли ҫыравҫӑсем мӗнле темӑсемпе ҫырнӑ? Хальхи тапхӑрти ача-пӑча ҫыравҫисем – камсем вӗсем?

Ҫак тата ытти ыйтусем ҫине филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев хуравлӗ, итлекене кӑсӑклантаракан ыйтусене чатра ҫырма пулӗ.

Чӑваш литературине кӑмӑллакансене лекцине йыхравлатпӑр!

Онлайн-лекци 14.00 сехетре пуҫланать, 214-мӗш пӳлӗмре иртет.

Адресӗ: https://www.youtube.com/live/xrMueqTJBX8?si=g64OueGklzaFGJlL