Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тӗлпулӑвӗ ытти чухнехинчен урӑхларах форматпа иртрӗ.

Вулавӑшӑн акт залне поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, студентсемпе чӑваш литературине юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗллевӗ пурин те пӗрре – Владимир Левукова «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ ятпа саламласси. Хайлав пуххи пӗлтӗрхи кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑччӗ. Унта икӗ повеҫпе тӑватӑ калав кӗнӗ, редакторӗ – Ольга Федорова.

Хӑтлава «Чӑваш кӗнеки» центрӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ. Вӑл чи малтанах пурне те «Шанчӑк» чӑваш халӑх ансамблӗн ертӳҫин Наталья Панфиленкӑн видеосаламӗпе паллаштарчӗ. Пуҫтарӑннисем уяв хуҫи ҫинчен ятарлӑ видеопрезентаци те курма пултарчӗҫ.

Тӗплӗнрех