Чӑваш Республикин Наци библиотеки паян – ҫĕнĕ информаци технологийĕсемпе пуянланнӑ ятарлӑ уйрӑмсен, кӗнеке управӗн, тӗрлӗ тӗл пулусем, конференцисем ирттермелли залсен комплексӗ. Вулавӑш пичет кӑларӑмӗсене упракан учрежденинчен хальхи вӑхӑтри информаци центрӗ пулса тӑчӗ.

Библиотека ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме, ӗҫ мелӗсене улӑштарма библиотека ҫуртне реконструкцилени май пачӗ. Ҫӗнетнӗ ҫуртра информаци технологийӗсемпе усӑ курмалли лапамсем пысӑкланчӗҫ: право информацийӗн центрӗ, электронлӑ вулав залӗ, вӗренӳ центрӗ, халӑха информацин ҫӗнӗ технологийӗсемпе усӑ курма вӗрентекен тренинг центрӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Çакӑ вара библиотекӑра официаллӑ тӗлпулусене, пресс-конференцисене тата ытти тӗрлӗ мероприятисене кирлӗ шайра ирттерме май парать. Халӗ вулавӑш ҫӗршыври чи пысӑк библиотекӑсемпе архивсен электронлӑ ҫӑлкуҫӗсемпе тӳрремӗнех усӑ курма пултарать.

Вулакансене кӗнекесемпе тивӗҫтерекен залсенче ӗҫ вырӑнӗсене автоматизациленӗ. Ку майпа электронлӑ заказсене пурнӑҫлама тата статистика кӑтартӑвӗсене шутлама питӗ меллӗ. Вулавӑшра документсене кирлӗ уйрӑма ҫитерекен программӑпа ӗҫлекен транспорт системи (телелифт) вырнаҫтарнӑ.

Электронлӑ ресурссемпе усӑ курассине виртуаллӑ залсем урлӑ йӗркеленӗ. «Чӑваш культурин еткерӗ» портал библиотекӑсемпе музейсенче, архивсемпе наука учрежденийӗсенче упранакан чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури ҫинчен калакан тулли текстсен материалӗсене пӗрлештерсе тӑрать. Вӑл библиотека сайчӗ ҫинче вырнаҫнӑ (http://www.nbchr.ru). Юлашки вӑхӑтра халӑх хушшинче электронлӑ вулавӑш анлӑ сарӑлса пырать. Кунта чăваш халăх культурипе ăслăлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ таврапĕлÿ ĕçĕсем, чăваш тата тĕнче культури аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнакан хаклă тата сайра тĕл пулакан чăваш тата вырăс чĕлхипе çырнă кĕнекесен электронлӑ версийӗсемпе паллашма пулать.

Библиотекӑна килсе ҫӳрекенсем валли компьютер пӗлӗвӗн тӳлевсӗр вӗрентӳ курсне йӗркеленӗ.

Халӑхӑн чӗлхипе культурине, ҫыруллӑх палӑкӗсене упраса хӑварасси, информаци ресурсӗсемпе усӑ курассине йӗркелесси, Раҫҫейӗн тӗрлӗ вырӑнӗсенче сапаланса пурӑнакан чӑвашсене кӗнеке урлӑ пӗрлештересси – республикӑри тӗп библиотекӑн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать.

Библиотекӑн краеведени коллекцине Чӑваш енӗн ҫутҫанталӑкӗ, культурӑпа истори, наукӑпа техника аталанӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ, республикӑра е унӑн тулашӗнче пичетленсе тухнӑ тӗрлӗ чӗлхепе ҫырнӑ документсем кӗреҫҫӗ. Паянхи куна 2 миллионлӑ фонд йышӗнче чӑваш кӗнекисен шучӗ 42 пин документ ытла шутланать. Вӗсен шутӗнче кӗнекесем, периодика кӑларӑмӗсем, электронлӑ документсем, микрофильмсем. Уйрӑмах 1820 ҫул хыҫҫӑн пичетленсе тухнӑ документсем хаклӑ: пӗрремӗш чӑваш букварӗсем, чӑвашла ҫырнӑ «Святой Евангель» (1820 ҫ.), А. Фуксӑн «Записки о чувашах и черемисах» (1840 ҫ.) тата ыттисем те. Библиотекӑн «Айгиниана» коллекцийӗпе (чӑваш халӑх поэчӗн Г. Айхин тӗнчери 40 чӗлхепе 50 ҫӗршывра пичетленсе тухнӑ кӗнекисем кӗнӗ) эпир мухтанатпӑр.

Наци библиотеки хӑйӗн культурӑпа ҫутӗҫ тивӗҫӗсене пурнӑҫласа кӗнеке вулассине анлӑ сарас ӗҫре ӑслӑлӑхпа культура учрежденийӗсен, творчествӑлла союзсемпе обществӑлла пӗрлешӳсен вӑйӗсене пӗрлештерет. Республика пурнӑҫӗнче библиотека йӗркелесе ирттерекен куравсемпе презентацисем, конференцисемпе литература каҫӗсем, конкурссемпе фестивальсем, пысӑк масштаблӑ культура акцийӗсем паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин наци библиотеки – Раҫҫейри библиотекӑсен ассоциацийӗн (РБА), Регионти библиотекӑсен консорциумӗсен ассоциацийӗн членӗ (АРБИКОН). Раҫҫей Федерацийӗн библиотека фончӗсене упраса хӑварас тӗлӗшпе йышӑннӑ Наци программине пурнӑҫлас ӗҫе хутшӑнать: таврапӗлӳн страхлав фондне йӗркелет, усӑ куракан документсене упрас енӗпе ӗҫлет.

Библиотека никӗсӗ ҫинче кӗнеке палӑкӗсемпе ӗҫлекен, кӗнекесене реставрацилекен, шифрсем лартакан, «ИРБИС 64/32» библиотека программипе ӗҫлекен регион центрӗсем йӗркеленӗ. Иртнĕ çулсенче яланхилле, карточкăсен каталогĕпе усă курнă пулсан, паян вĕсемпе танах электронлӑ формӑна куҫарнӑ каталогсем те вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме пулăшаççĕ. Республикӑри библиотекӑсем корпорацие пӗрлешсе Чӑваш енри библиотекӑсен пӗрлештернӗ электронлӑ каталогне йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Наци библиотеки регионти 500 муниципаллӑ библиотекӑшӑн методикӑ пулӑшӑвӗ паракан тата культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлеме пулӑшакан центр шутланать.

Саманине кура библиотекӑн ӗҫ мелӗсем улшӑнса, ҫӗнелсе пыраҫҫӗ, анчах та унӑн тӗшши – халăхӑн йăли-йĕркипе культурине, ăс-хакăл пуянлăхне упраса хӑварс ӗҫри кӗнеке пӗлтерӗшӗ, вӑл пӗлӳ ҫӑл куҫӗ пулни – хӑйӗн пӗлтерӗшне нихӑҫан та ҫухатмӗ. Ҫавӑнпа та библиотека хӑйӗн историйӗн ҫӗнӗ страницине уҫнӑ май, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхать.

Библиотека ҫитӗнӗвӗсен никӗсӗ – пысӑк квалификациллӗ кадрсенче. 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне библиотекӑра 117 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 100-шӗ – тӗп персонал. Тӗп персоналтан 93 ҫын – аслӑ пӗлӳллӗ, вӑл шутра 56% – библиотека пӗлӗвӗпе. 85 ҫын библиотекӑра 10 ҫул ытла ӗҫлет. 30 ҫула ҫитмен специалистсем – 3. Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ – 1, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ – 14.