Фонд

Наци библиотеки республикӑра чи пуянни. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне, библиотека фондӗнче 2 млн та 43 пин те 507 экземпляр документ упранать. Ҫав шутран 213 пин те 468 – краеведенипе наци докуменчӗсем, вӗсенчен 60 пин 527 экземпляр – чӑвашла пичетленнисем; ют ҫӗршыв чӗлхипе ҫырнисем 130 пин экземпляр. Библиотека фондӗнче кӗнекесемпе хаҫат-журналсемсӗр пуҫне альбомсем, атлассем, промышленность каталогӗсем, стандартсем, патентсем, картӑсем, слайдсем, диафильмсем, микро-фишӑсем упранаҫҫӗ.

Ҫулталӑкне библиотека фончӗ ҫирӗм пине яхӑн единицӑпа пуянланать.

Чӑваш Ен тулашӗнчи чӑвашсен хаҫачӗсем:

  1. Аургазă хыпарçи (Пушкӑртстан) (aurgazi_vest_new@mail.ru) 
  2. Канаш (Чӗмпӗр обл.) (KANASH_73@mail.ru, mustaeva66@mail.ru)
  3. Сувар (Татарстан) (suvar@mail.ru)
  4. Туслăх (Татарстан) (redak@list.ru)
  5. Урал сасси (Пушкӑрт республики)

Чӑваш Ен районӗсемпе хулисенче тухакан хаҫатсем

lib katalogКаталогсемпе базӑсем

Карточкӑсенчен тӑракан каталогсем. Вулакан информацие каталогпа хӑй тӗллӗн шырама пултарать.

elec catalogЭлектронлӑ каталог

Электоронлӑ каталог вӑл – автоматизациленӗ информаци системинчи тӗп база. Каталогра информацине тӗрлӗ шырав системипе тупма май пур: автор е редактор, тема тӑрӑх е пичетленсе тухнӑ ҫул, издательство т ыт. пулӑшу системипе йӗркеленӗ функцисем тӑрӑх.

seach bookШырав

Электронлӑ каталогра шырамалли ансат мел – тӗп шырав сӑмахӗсемпе. Шырав мелӗсем

Усӑллӑ ссылкӑсем:

Пӗтӗм тӗнчери вулавӑшсем
Республикӑри вулавӑшсем