Чӑваш Республикин наци библиотеки 2016 ҫулта 145 ҫул тултарчӗ.

1871 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче хула интеллигенцийӗ тӑрӑшнипе, Хусан губернаторӗ ирӗк панипе Шупашкарта халӑх библиотеки уҫӑлнӑ. Ҫак библиотека хула ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн культура вучахӗ пулса тӑнӑ.

1892 ҫулта библиотекӑна «хулари обществӑлла библиотека» тесе ят панӑ. Хула управи ун валли ҫулталӑкра 50-шар тенкӗ укҫа уйӑрса пама пуҫланӑ. 1925 ҫулта библиотекӑна патшалӑх бюджечӗ ҫине илнӗ.

1937 ҫултан пуҫласа Шупашкарти библиотека Мускаври наука библиотекисен коллекторӗнчен кӗнекен ятарлӑ экземплярне тата Чӑваш кӗнеке издательствинче тухакан кашни кӗнекенех илсе тӑма пуҫланӑ.

1938 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар библиотекине М. Горький ятне панӑ. Литература туянса тӑма ӑна кашни ҫул 50-70 пин тенкӗ укҫа уйӑрса пама пуҫланӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 1994 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн М. Горький ячӗллӗ библиотека Чӑваш Республикин Наци библиотеки пулса тӑрать. Наци библиотекин статусне илнӗ май, библиотекӑн тӗллевӗсем те анлӑланаҫҫӗ: ретроспективлӑ наци библиографине хатӗрлесси; наци пичечӗн репертуарне пухасси; наци информаци системине йӗркелесе ярасси; краеведенин пӗтӗмӗшле каталогне туса хурасси; республикӑри библиотекӑсене наци литературипе ӗҫленӗ чух пулӑшу парасси; библиографипе методика кӑтартӑвӗсем туса хатӗрлесси; ытти тӑрӑхсенче пурӑнакан чӑвашсемпе культура ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетесси; республика тулашӗнчи библиотекӑсене чӑваш кӗнеке издательствинче тухакан кӗнекесемпе тивӗҫтересси т. ыт. те.

2006-2009 ҫулсенче библиотека ҫуртне реконструкциленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл тӗпрен улшӑнчӗ: ҫӗршыври чи пысӑк библиотекӑсемпе архивсен электронлӑ ҫӑлкуҫӗсемпе тӳрремӗнех ҫыхӑнма, электронлӑ вулав залӗ, тренинг-центр, вулав тата право информацийӗн центрӗсене уҫма, технологипе ҫӗнӗлӗхсене аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлекенсене пулӑшу пыракан центр йӗркелеме май пачӗ. Официаллӑ тӗлпулусем, пресс-конференцисем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем ирттерме те майсем пур.

2013 ҫулта библиотекӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх кӗнеке палатипе пӗрлештернӗ, унта упраннӑ 77367 документ библиотека фондне куҫнӑ. Ҫапла вара, 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне библиотека фондӗнче 2 млн та 43 пин те 259 экземпляр документ упранать. Ҫав шутран 213 пин те 468 – краеведенипе наци докуменчӗсем, вӗсенчен 60 пин 527 экземпляр – чӑвашла пичетленнисем.

Библиотека фондӗнче кӗнекесемпе хаҫат-журналсемсӗр пуҫне альбомсем, атлассем, промышленность каталогӗсем, стандартсем, патентсем, картӑсем, слайдсем, диафильмсем, микро-фишӑсем т. ыт. те упранаҫҫӗ.

Ҫулталӑкне библиотека фончӗ ҫирӗм пине яхӑн единица пичет материалӗпе пуянланать. Пӗтӗмӗшле илсен, библиотека халӗ кӗнекесене упрамалли ҫурт кӑна мар, информаципе культура центрӗ те. Кунта тӗрлӗрен выставкӑсем, литературӑпа музыка каҫӗсем, вулакансен конференцийӗсемпе кӗнеке премьерисем, тӗлпулусем иртеҫҫӗ.

Библиотека фончӗпе уса курма Шупашкарта тата республикӑра пурӑнакан пур ҫитӗннӗ ҫын та пултарать. Республика тулашӗнче пурӑнакансемшӗн те вулав залӗн алакӗсем яланах уҫӑ.

Вулакансене кирлӗ литературӑпа тивӗҫтерес ӗҫе кунсерен вун пилӗк уйрӑм туса пырать. Ҫак уйрӑмсене пӗтӗмӗшле 40 пине яхӑн вулакан ҫырӑннӑ. Кашни кун библиотекӑна 550 ҫын килсе ҫӳрет, виртуаллӑ сайта 339 пин ҫын кӗрсе пӑхать.

Ҫапла вара, Наци библиотеки пирӗн республикӑри чи пуян библиотека шутланать. Хальхи вӑхӑтра вӑл пурте усӑ курма пултаракан вулавӑш кӑна мар, патшалӑх шайӗнче кӗнеке упракан тӗп учреждени те, ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсен центрӗ те. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тата ун тулашӗнчи чӑвашсемпе ĕҫлекен библиотекӑсен методика центрӗ те.