Ӗҫ вӑхӑчӗ

Наци библиотеки ытлари кунтан эрне кунчен 9.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен ӗҫлет. Шӑмат кун тата вырсарни кун — 10.00 сехетрен пуҫласа 19.00 сехетчен. Тунти кун ӗҫлемест. Уйӑхӑн юлашки юн кунӗнче санитари кунӗ.

Пире мӗнле тупмалла?

Наци библиотеки Шупашкарти Ленин урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Карта ҫинче

Мӗнле ҫырӑнмалла?

Библиотекӑна паспортпа ҫырӑнтараҫҫӗ. Студентсенчен кунсӑр пуҫне студент билечӗсем ыйтаҫҫӗ.

Библиотекӑпа усӑ курмалли йӗрке

Библиотекӑна Чӑваш Республикинче пурӑнакан е унта вӑхӑтлӑха пурӑнма килнӗ граждансене, вӗсем 14 ҫула ҫитнӗ пулсан, ҫырӑнтараҫҫӗ. Тӗплӗнрех

Библиотека ҫурчӗн тӗп корпусӗнче ӑҫта мӗн вырнаҫнин схеми. Тӗплӗнрех

Вулавӑш паракан пулӑшусем

Наци библиотеки ҫакӑн пек пулӑшусем парать: вулакансене шыравпа справка аппарачӗпе усӑ курма; кӗнекесен фондчӗпе усӑ курма; литературӑпа усӑ курмалли вӑхӑта тӑсма т. ыт. те. Тӗплӗнрех

Вулавӑш паракан виртуаллӑ пулӑшусем

Библиотека аякри вулавҫӑсене ҫакӑн пек пулӑшусем парать: виртуаллӑ майпа ыйтусем ҫине хуравлать; литературӑпа усӑ курмалли вӑхӑта тӑсать; тӗрлӗ ыйтупа канаш парать; форумсем ирттерет т. ыт. те. Тӗплӗнрех

Вулакансен интересӗсемпе йӗркеленӗ клубсем

Библиотекӑра вулакансем валли тӗрлӗ клубсем ӗҫлеҫҫӗ. Унта кашни хӑйӗн пултарулӑхне тӗрлӗ енчен аталантарма тата вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттерме пултарать. Тӗплӗнрех