Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем «Сцена ҫинче те – пурнӑҫ» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Галина Антонова, хуплашкине ӳкерекенӗ – Дмитрий Литаврин.

Пьесӑсен пуххине Арсений Тарасовӑн «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей», Николай Сидоровӑн «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх», Марина Карягинӑн «Эрешмен», Владислав Николаевӑн «Ҫынсем утсем йытӑсем», Александр Пӑрттан «Чӗреҫӗм тикӗссӗн тапать», Надежда Кирилловӑн «Тани Юн», Левтина Марьен «Эпир ҫӗнтеретпӗр!» тата Рита Артин «Шураҫ» произведенийӗсем кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен регионсем хушшинчи конкурсне тӑратнӑ ӗҫсенчен суйласа илнӗ. Конкурса Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерстви 2022 ҫулта ирттернӗ.

Кӗнеке икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайӗнче – аслӑрах ҫулхи вулакансем валли ҫырнӑ пьесӑсем, иккӗмӗшӗнче – ачасемпе ҫамрӑксем валли.  Хайлавсен темисем те тӗрлӗрен: халӑхӑн иртнӗ кун-ҫулӗпе паянхи пурнӑҫа сӑнлаканнисем те, чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑннисем те, ӗмӗрхи кивелми ыйтусене хускатаканнисем те пур. Пьесӑсене, паллах, сцена ҫинче лартма ҫыраҫҫӗ. Драматургсен ӑсталӑхӗ пысӑк пулнӑран кӗнекери пьесӑсене илемлӗ литература произведенийӗ пек вулама та интереслӗ. Вӗсем хивре йӗркеленӗ сюжечӗсемпе кӑсӑклантараҫҫӗ, ҫивӗч ыйтусене хускатса вулакана тарӑн шухӑша яраҫҫӗ.

Уявра «Сцена ҫинче те – пурнӑҫ» кӗнекепе тата драматургсен пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Чӑваш литературине кӑмӑллакансене «Варкӑш» клуба йыхравлатпӑр!

Кӗнеке хӑтлавӗ 214 пӳлӗмре 18 сехетре пуҫланать.

Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!