02 | 12 | 2021

За год - на сорок лет вперед

Наци библиотекин пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл - патшалăхăн кĕнеке упранакан тĕп вырăнĕ /фондра 2 миллион кĕнеке/, республикăри 615 вулавăшăн координаци центрĕ. çулсерен кунта 54 пине яхăн çын килет, 1,2 миллиона яхăн кĕнеке вулакан аллине лекет.

Библиотекăна 2006 çулăн IV кварталĕнче юсаса çĕнетме тытăннă. Ĕç кал-кал пырать. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Наци библиотекин пирвайхи реконструкцийĕн презентацийĕ пулчĕ. Унта ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, ЧР культура министрĕ Р.М.Лизакова тата ыттисем те хутшăнчĕç.

И.Я.Яковлев палăкĕ умне чечексем хунă хыççăн хăнасем юсаса çĕнетнĕ вулавăша кĕчĕç. Наци библиотеки Б.Н.Ельцин ячĕллĕ Президент библиотекин федерацин Атăлçи округĕн представителĕ пулма хатĕр.

Электрон технологийĕсем, Интернет пурнăçра çирĕп вырнаçнă май библиотекăра электрон вулав залĕ, Интернет-зал, Право информаци центрĕ пуррине ырламалла. Халĕ пÿлĕмрен тухмасăрах çĕршыври пысăк архивсемпе библиотекăсен электрон ресурсĕсемпе паллашма, сахал тиражлă кĕнекесене çăмăллăнах тупма пулать. Библиотека республикăра пичетленекен кĕнекесемпе çеç мар, хаçат-журналăи электрон варианчĕсемпе те паллаштарать. "Çакă уйрăмах диаспорăшăн лайăх, - терĕ Николай Васильевич. - Аякра пурăнакан ентешсем кунти хыпар-хăнарпа сайт, уйрăмах чăваш халăх хаçачĕн "Хыпарăн" сайчĕ тăрăх паллашĕç".

Компьютер, Интернет вăрттăнлăхĕсене пĕлменнисене информацин çĕнĕ технологийĕсемпе усă курма тренинг-центрта вĕрентĕç.

Библиотекăна сыввисем кăна мар, сусăррисем, куç курманнисем тăтăшах килеççĕ. Малтан вĕсене кирлĕ материала вулав залĕнче халăх çук пĕр-пĕр "кĕтесре" вуласа панă. Халĕ текста вулакан ятарлă сканер вырнаçтарнă.

Тĕл пулусем, çавра сĕтелсем, конференцисем ирттерме, юрă-кĕвĕ итлеме, видеофильмсем пăхма ятарлă залсем пур. "Çамрăксем, çыравçăсем пирĕн патăрта пуçтарăнасса, кунта пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашасса шанатпăр", - терĕ библиотека директорĕ С.М.Старикова.

Çулсерен "Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх кĕнеке" фестивальте чи нумай вуланакан авторсене палăртаççĕ. Кунта ĕçлекенсем Президентăн юратнă кĕнекипе кăсăкланчĕç. "Нумай кĕнеке килĕшет, - терĕ Н.В.Федоров. - Юратнă пĕр кĕнеке çеç пурри çыннăн тавра курăмĕ ансăррине пĕлтерет. Вырăс классикине кăмăллатăп. Чăвашла та вулатăп. Пире тарăн шухăшлă кĕнекесем кирлĕ. Çак библиотека уçăлнă хыççăн çĕнĕ çыравçăсем çураласса шанатăп. Вулăр, нумай вулăр. Вара Çын пулатăр. Эпĕ библиотекăсене юрататăп, вулавăшра ÿснĕ, паянхи библиотека мĕнлине те пĕлетĕп".

Президент çурта юсаса çĕнетес ĕçре вăй хунисене тав турĕ. Наци библиотекине официаллă кăларăмсене çырăнса илме 64 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ.

"Питĕ чаплă, Светлана Михайловна! - палăртрĕ Николай Васильевич. - Библиотекăна Республика кунĕ умĕн уçни те пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн пуласлăх вулавăшпа çыхăннă. Малтанхи библиотекăна хальхипе танлаштаратăп та, эпир пĕр çулталăкра 30-40 çул малалла пусрăмăр".

Кунта пухăннисем реконструкциленĕ библиотека пирки хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç:

В. А. ЕРШОВА, пенсионерка: "Эпĕ çак библиотекăра питĕ нумай çул ĕçленĕ. Малтанхипе танлаштарсан вăл чылай чаплă. Техника çÿллĕ шайра. Компьютерпа усă курнă май кĕнеке пирки те манас мар".

М. В. ДОБРОНРАВОВА, право информаци центрĕн заведующийĕ: "Пирĕн центр 2000 çулта йĕркеленнĕ. Реконструкциленĕ хыççăн вăл чылай пысăкланчĕ, техника та чылай. Халăхăн саккунсене пĕлмеллех. Эпир хамăр çинчен çеç мар, вулакансем пирки те шухăшлатпăр. Вĕсене кунта килĕштĕр", пирĕн пата татах килме ĕмĕтленччĕр".

Т. В. СИДОРОВА: "Эпĕ вулавăша çÿретĕп. Ывăлăм Дима та ÿссен кунта килессе шанатăп. Вăл компьютер умĕнче кăна лармĕ, кĕнекесем те вулĕ".

 

Михайлова Т. Çулталăкра – 40 çул малалла / Т. Михайлова // Хыпар. – 2008. - 24 çĕртме (№ 122) . – С. 2.