Запущен проект "Айги club"
Çамрăксен хушшинче сăвă-калав çыракан, юрă кевĕлекен, ăста ÿкерекен сахал мар. Çакна пĕлтĕр раштавăн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ "Çамрăк çыравçăсен" пĕрремĕш форумĕ те кăтартса пачĕ. Ун чухне тин çеç çыру ĕçне кÿлĕннисем пухăнма вырăн çуккине палăртнăччĕ, çамрăк авторсен хайлавĕсене пухса кĕнеке кăларма сĕннĕччĕ. Форумра чылай çыравçă-сăвăç, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем тухса калаçнăччĕ. Пĕрремĕшĕ пурнăçланчĕ: Чăваш Наци библиотекин ертÿçи Светлана Старикова вулавăшра литература каçĕсем йĕркелеме, умри ыйтусене сÿтсе явма пуçтарăнма ирĕк панăччĕ. Иртнĕ эрнере, юпа уйахĕн 17-мĕшĕнче, çÿлерех асăннă вулавăшра "Айхи" клуб ĕçлеме пуçларĕ. Мероприятие Геннадий Айхи йăмакĕ Ева Лисина, Атнер Хусанкай тĕпчевçĕ, "Чăваш кĕнеки" центр заведующийĕ Галина Соловьева хутшăнчĕç.
Епле майпа йĕркеленнĕ-ха форум? Шупашкарта çуралса ÿснĕ çамрăк сăвăç Игорь Алексеев Геннадий Айхи пултарулăхне кăмăллать, тĕнчипе палăрнă поэт хай вăхăтĕнче ирттернĕ тĕл пулусене хутшăнма та май тупнă вăл. Çыру ĕçне кÿлĕннĕ юлташĕсемпе вăл чылай вăхăт ăçта кирлĕ унта тĕл пулнă, юратнă сăмах ăстин тата хăйсен сăвви-хайлавне вуланă. Çавăнпах Игорь Наци бибиотекипе çыхăннă. Тĕлĕнмелле те, кун пек пуçару пирки вулавăш ĕçченĕсем хайсем те шухăшланă. Çамрăк авторсемпе библиотекарьсем пĕрле канашласа "Айхи" клуб проектне хатĕрленĕ, унăн тĕллевĕсене палăртнă. Йĕркелÿçĕсем ку пуçару литература анине сухалама тытăннă яшсемпе хĕрсемшĕн усăллă пуласса шанаççĕ.
Клубăн пĕрремĕш ларавĕнче Галина Соловьева Айхи пултарулахĕпе вулакансене ытларах паллаштарас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине асăнчĕ, Гени пурăннă чухнех библиотека фондне пуянлатма пулăшнине палăртрĕ. Ева Лисина пуçăннă ĕçе тытса пыни çеç савăнăç кÿнине пĕлтерчĕ. - Айхипе çыхăннă мĕнле те пулин мероприяти йĕркелеме палăртсан чи малтанах: "Вăл çакна епле йышăнĕччĕ-ши? Мĕнле хак парĕччĕ-ши?" - тетĕп, чылайччен шухăшласа çÿренĕ хыççăн çеç ыйтăва хуравлатăп. Çамрăксене те çапла тума сĕнетĕп. Клуб ĕçне кивĕ йĕркепе мар, çĕнĕлле ирттерме тăрăшăр, пархатарлă ĕмĕтĕрсене библиотека ĕçченĕсем пурнăçлама пулăшасса шанатăп, - терĕ Ева Николаевна.
Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай хăйне евĕрлĕ пил пачĕ, клуба Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче пурăнакан çамрăк мусăкçăсемпе ÿнерçĕсене, артистсемпе режиссерсене йыхравлама, проекта аталантарма сĕнчĕ.
Шупашкарти литературăна кăмăллакан яшсемпе хĕрсем Дмитрий Воробьев, Гоша Игорян, Игорь Васильев, Светлана Гордеева, Лена Бечина Геннадий Айхин тата хайсен саввисене чун-чĕри витĕр кăларса вуларĕç, залра янăракан кĕвĕ вĕсене лайăхрах ăнланма май пачĕ. Унсăр пуçне Геннадий Николаевичăн кĕçĕн хĕрĕ Аня ашшĕ çырнă чи юратнă сăввисенчен пĕрне каласа кăтартрĕ.
Ларăвăн иккĕмĕш пайĕнче Сергей Ахтимиров композиторăн "Ландшафты" дискне презентацилерĕç. Дмитрий Пуховский поэт, "Светозар" çарпа патриотлăх клубĕн хастарĕсем Ярослав Ульден тата Юрий Громов юрă шăрантарса савăнтарчĕç.
Анчах, питĕ шел, тĕл пулура чăвашла пĕр сăвă та, пĕр юрă та янăрамарĕ. Клуб хастарĕсем кашни уйăхрах пухăнĕç, çитес лару чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртĕ, çамрăк ÿнерçĕсем "Кĕмĕл ĕмĕр" курав йĕркелĕç, сăвă вулĕç, юрă шăрантарĕç. Ун чухне чăвашла çыракан яшсемпе хĕрсен сасси илтĕнессе шанас килет.
Моисеев, Д. "Айхи" клуб алăкне яри! уçрĕ / Дмитрий Моисеев // Çамрăксен хаçачĕ. – 2009. – 23 юпа. – С. 8.