Понимая душу хлебороба
Наци библиотекинче Чăваш Ен Президенчĕн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указне халалланă канашлу иртрĕ. Республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен культура тата социаллă аталану пайĕсене ертсе пыракансем, культурен муниципаллă учрежденийĕсен пуçлăхĕсем çĕр ĕçченĕн ятне-сумне хăпартмалли, ял пурнăçĕн хăй евĕрлĕхне тата культурине сыхласа хăвармалли майсене сÿтсе яврĕç.
"Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ирттермелли мероприятисен плане 5 пайран, 74 пунктран тăрать. Вĕсем пурте ял пурнăçĕн пахалăхне, пулас ăрусемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварассипе тата малалла аталантарассипе, инновациллĕ аталану никĕсĕ çинче агропромышленность комплексен тупă-шулăхне ÿстерессипе, ял хуçалăх производствине тытса пымалли çĕнĕ технологисене анлăн пропагандăлассипе çыхăннă. Çак пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртме, эпир те, культура ĕçченĕсем, пысăк тÿпе хывма пултаратпăр. Çапла пулмалла та. Эппин, çак тĕллевсене пурнăçламалли майсене тĕплĕн тишкерер те çанăсене тавăрса ĕçе пушшех те вăйлатар", – терĕ канашлăва уçса ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архивĕçĕн министрĕн çумĕ Т.В. Казакова.
"Ял хуçалăхĕ – экономика кăна мар, вал пурнăçăн йăлана кĕнĕ йĕркин сайра хаклăхĕсене упраса хăварни, апла пулсан пурнăç йĕркине, наци культурине тата сывлăхне, эппин, нацие хăйне те сыхласа хăварни. Ял пурнăçĕн хăйне майлă культури çине тимлĕн пăхма тытăнмасан эпир йăх тымарне çухатнă çынсене çаврăнма пултаратпăр. Хамăр тымарсене пĕлмесĕр, историе тишкермесĕр хальхи пурнăçа тытса пыма тата пуласлăха тишкерме май çук", – тенĕччĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çак шухăшсене тĕпе хурса палăртрĕç канашлăва хутшăннисем тĕллевĕсене.
Халĕ ялсене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерни çынсен пурнăçне çăмăллатрĕ, пуша вăхăт нумайланчĕ. Аслă çулсемпе çыхăнтарни инçетри пĕчĕк ялсенче те тел пулусем ирттерме, концерт-спектакль кăтартма лайăх майсем туса паче. Культура ĕçченĕсене паян тĕрлĕ техника пысăк пулăшу кÿрет. Эппин, кирек мĕнле уява та асра юлмалла кăсăклă, хаваслă йĕркелеме май пур. Ялсен социаллă инфратытăмĕ вĕсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне те çĕнетрĕ. Ку савăнтарать. Çавăнпа та, тыр-пул ăстисен кăмăлне тивĕçтерме çĕнĕлĕхсем шырамалла. Шел те, çак ĕçре профессиллĕ режиссерсемпе сценаристсем çукки хытă чăрмантарать. Çапах та, халăх калашле, "выртан каска мăкланать, çÿрен каска якалать". Çĕр ĕçĕн ахах-мерченне сине тăрса шырамалла, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухмалла, çĕр чунне ăнланакансемпе, хаклакансемпе ытларах канашламалла. Çакна министр çумĕ питĕ ăнланмалла пĕтĕмлетрĕ.
Республика халăх пултарулăх çурчĕн директоре Л. Чернова та паянхи ялăн кану культурине ÿстересси пирки тĕплĕн калаçрĕ. Наци библиотекин наукăпа тĕпчев тата методика уйрăмĕн пуçлăхĕ Р. Глухова халăх йăлисене, сăмахлăхне, пултарулăхне сыхласа хăварас, ял халăхне право тата экономика енĕпе çутта кăларас ĕçре библиотекăсен тÿпи чăннипех те пысăккине палăртрĕ. Çакнах Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин директоре Т. Григорьева та хăшпĕр тĕслĕхпе танлаштарса çирĕплетрĕ. Вал ачасене çĕр ĕçне сăвапа хума, çут çанталăка, çĕре хаклама пĕчĕкрен хăнăхтармаллине тепĕр хут астутарчĕ. "Чăваш ачин пĕр ури сăпкара, тепĕр ури акара", – тесе ахальтен каламан ĕнтĕ халăх. Çакна асра тытсах несĕлĕмĕрсем хĕр ача çуралсан çумне çурла, арçын ача пулсан пуртă хунă.
Музейсем çĕр ĕçĕн нумай докуменчĕсене, хатĕрĕсене, еткерлĕхне упраççĕ, историпе паянхи куна çыхăнтараççĕ. Вĕсенче халиччен çĕр хут илтнине куçпа курма, тытса пăхса ăнланма пулать. Музейсем Президент Указне пурнăçласа мĕн тума пултарни çинчен канашлура Республика наци музейĕн директоре И. Меньшикова чылай чарăнса тăчĕ.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкне чыслăн палăртмалли мероприятисен йышĕ пысăк, тĕллевĕсем аслă. Вĕсене пурнăçламалли вăйсем те шанăç куреççĕ. Республикăра 500 тĕслĕх библиотека ытла, 1917 культура ĕçченĕ, весен 32 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ. "Халăх коллективе" ята илме тивĕçлĕ пулнă ушкăнсем те 200 ытла пирĕн, музейсемпе куравсем те савăнмалăх пур. Чăннипех те пысăк çар. Эппин, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ хăйĕн ятне тÿрре кăларĕ.
Захаров, Н. Тыр-пул ăстин чунне ăнланса / Н. Захаров // Хресчен сасси. – 2009. - 4 февраля.