29 | 03 | 2024

Степанова, Р. В. Войны священные страницы

Степанова, Р. В. Çулăмра шăраннă йĕркесем : [Чăваш наци библиотеки "Çулăмра шăраннă йĕркесем: чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче" электронлă кăларăм хатĕрлесе кăларни çинчен] / Р. Степанова // Хресчен сасси. - 2010. - 12 çу. - С. 2.

Историн тимĕр хăмисем çине
Хушаматна штыкпа çырса хăвартăн.
Мухтав Раççейĕн паттăр салтакне!
Европăна эс вилĕмрен хăтартăн...
(Стихван Шаели).

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи алхаснă çулсенче пĕтĕм совет литературипе пĕрле чăваш литератури те хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнă. "Тупăсем кĕрленĕ чух музăсем шарламаççĕ", - тенĕ авал. Анчах Тăван çĕршывпа тăван халăх умне тухса тăнă йывăр кунсенче чăваш çыравçисен хăватлă сасси пĕр самантлăха та шăпланман. Салтак шинельне тăхăннă çыравçăн аллинче винтовкăпа е пистолетпа пĕр вăхăтрах тата урăх хĕç-пăшал – ахаль кăранташ е ручка пулнă. Фронтри çыравçă аллинчи çав иккĕмĕш хĕç-пăшал та питĕ вăйлине, вăл та тăшмана снайпер винтовкинчен кая мар тĕл персе тивертнине пурнăç кăтартса панă. Ахальтен мар фронтри çыравçă аллинчи калема штыкпа танлаштараççĕ, ÿкерчĕксенче те вĕсене юнашар ÿкереççĕ.

Чăваш çыравçисен вăрçă вăхăтĕнче çырнă хайлавĕсенчи чи таса ĕмĕт - Çĕнтерÿ ĕмĕчĕ, чи пысăк шанчăк - Çĕнтерÿ шанчăкĕ. Çав ĕмĕтпе çав шанчăк пирĕн халăха, унăн ывăлĕ-хĕрне усал тăшмана хирĕç пĕтĕм вăя хурса çапăçма, ăна тĕппипех аркатса тăкма хавхалантарнă.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнĕ май Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсем "Çулăмра шăраннă йĕркесем: Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче" электронлă кăларăм хатĕрлесе çитернĕ. Унта пурĕ 62 чăваш çыравçин пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса панă. СD дискра çыравçăсен биографине, хайлавсен тулли тексчĕсене, библиографи списокĕсене, çыравçăсен килĕсенче, патшалăх архивĕсенче тата музейсенче упранса юлнă сăн ÿкерчĕкĕсене тата çырăвĕсене кĕртнĕ. Кăларăма вырăсла тата чăвашла вариантсемпе хатĕрленĕ.

Электронлă диск çакăн пек пайсенчен тăрать: "Хĕрÿ сăмахпа, çивчĕ калемпе", "Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк", "Чăтрăмăр, çĕнтертĕмĕр".

Аслă вăрçă вăхăтĕнчи чăваш литературин уйрăмлăхĕсене, вăл мĕнле çĕнĕ утăмсем тунине тишкерекен статьясем "Хĕрÿ сăмахпа, çивчĕ калемпе" пайра вырнаçнă. Кунта Аркадий Эсхелĕн "Чăваш халăхĕпе унăн литератури Аслă Отечественнăй вăрçă кунĕсенче" тата Николай Дедушкинăн "Перо и штык" статйисен кĕске тексчĕсем, вăрçă çулĕсенче пичетленсе тухнă илемлĕ литературăн библиографи списокĕ тата çĕнĕ кĕнекесен хуплашкисем вырăн тупнă.

Вăрçă çухатусăр пулмасть. Чăваш çыравçисен йышĕнче те çухатусем пулнă. Тăван çĕршывпа тăван халăх телейĕшĕн паттăррăн çапăçса çапăçу хирĕнче çамрăклах куç хупнă поэтсемпе писательсем çинчен "Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк" пайра çырса панă.

Кунта кĕнĕ çыравçăсенчен Максим Николаевич Данилов-Чалдуна епле асăнмасăр хăварăн-ха? Вăл империализм вăрçинче пулнă, Хĕрлĕ гварди ретĕнче çапăçнă. Мĕнлерех шухăш-кăмăлпа пурăннă-ха вăл вăрçă кунĕсенче? Ку ыйтăвăн хуравĕ - çыравçăн "34-мĕш атака" ятлă çырăвĕнче. "Тăван çĕршывăма хаяр та усал тăшманран сыхламалла, – тет унта автор. - Эпĕ хамран хам ыйтатăп: аллă çула çитрĕм, эпĕ ватă ĕнтĕ, вăрçă çыннисен ретĕнчен тухнă. Икĕ хутчен вăрçăра пулнă. Анчах халĕ, çĕршывшăн питех те хăрушă кунсем килсе тухнă вăхăтра, мĕнле килте ларас-ха? Çук, эпĕ ун пек çын мар. МаншăнТăван çĕршыв хаклă. Эпĕ ăна вĕçĕмсĕр юрататăп, уншăн вăрçма граждан вăрçи вăхăтĕнче хамăн ирĕкĕмпе Хĕрлĕ çар ретне тăтăм, тăшмана çĕмĕрсе тăкичченех çапăçрăм..." Нумай тытăçăва хутшăнать вăл, çĕнтерÿшĕн пуçне хунă пĕртен-пĕр ывăлĕшĕн, çунса кĕлленнĕ хуласемпе ялсемшĕн, ним айăпсăр виçесĕр инкек тÿсекен çынсемшĕн тавăрма пикенет фашистсене...

Вăрçă хирĕнче çамрăклах куç хупнă çыравçăсенчен пĕри вăл - Владимир Бараев сăвăç. Вăл "Али паттăр" поэма авторĕ, хăйĕн геройĕ пекех хăюллăскер, Сталинград патĕнчи историллĕ вăйлă çапăçусенче миномет батарейин командирĕ пулнă.

Бараевăн фронтран янă пур çырăвĕ те çĕнтерÿпе çутă малашлăха чĕререн шанса çырнăскерсем. Пуринче те çирĕп шухăш-кăмăл, иксĕлми ĕмĕт-шанчăк. "Тăван çĕршывшăн çапăçнă вăхăтра чи малтанах ывăлăм телейĕшĕн, ывăлăм пек пĕтĕм çĕршыври ачасемшĕн, çынсен хисеплĕ ватăлăхĕшĕн, пĕтĕм çывăх тусăмсемпе тантăшăмсемшĕн çапăçатăп, тыткăнри халăхсене ирĕке кăларассишĕн юн тăкатăп", – пĕлтернĕ паттăр салтак çапăçу хирĕнчен янă юлашки çырăвĕнче. Электронлă кăларăмри "Фотогалерея" ярăмра Владимир Бараевăн вăрçăра ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕкĕсемпе, "Фронта! Фронта!" сăвă ал çырăвĕпе тата 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче фронтран янă çырăвĕпе паллашма пулать. Ку документсем Чăваш наци музейĕн фончĕсенче упранаççĕ.

Çакăн пекех паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ писательсем хушшинче Иван Викторов (ăна фашистсем концлагерьте асаплантарса вĕлернĕ), гварди майорĕ, дивизи хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ, Ленинграда блокадăран хăтарассишĕн пынă çапăçусенче вилмеллех аманнă Федор Çитта, Сталинград патĕнче хĕрÿ çапăçусенчен пĕринче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Илья Думилин, Украина хулисене ирĕке кăларнă чух паттăррăн çапăçса вилнĕ Кăтра Мишша, Сталинград фронтĕнче пуç хунă Максим Ястран, вăрçăра хăюллă та ăста командир пулнă Кĕçтук Кольцов, Беларусь çĕрĕсене паттăррăн хÿтĕлесе ĕмĕрлĕхех куçне хупнă взвод командирĕ Арсентий Орлов, Конотоп хулине ирĕке кăларассишĕн пынă тытăçура вилмеллех аманнă Василий Васькин, ĕçпе кĕрешÿ çулĕ тăрăх мĕн вĕçне çитиччен хăюллăн утнă Марк Аттайпа Колюшкин Чурбай тата ыттисем те.

Çапла, çакçыравçăсем ирĕклĕхшĕн, юратнă Тăван çĕршывшăн паттăрла çапăçса вилнĕ. Хăйсен калавĕсемпе повеçĕсенче вĕсем мирлĕ пурнăçа, этем телейне сăнласа панă...

Вăрçăран таврăннă çыравçăсем пирки "Чăтрăмăр, çĕнтертĕмĕр" пай каласа парать.

Çыравçăсен фронтри ĕçĕ-хĕлĕ пирки Чăваш халăх писателĕ Леонид Агаков вăрçă хыççăн акă мĕнле аса илнĕ: "Кăшт кăна лăпкăрах самантсем пулсанах вĕсем, блиндажсенче, траншейăсенче ларнă çĕртех, пуç тăрринче пĕр вĕçĕм "юнкерсемпе" "мессершмиттсем" кĕрленине, бомбăсемпе снарядсем çурăлнине пăхмасăр, чĕре тĕпĕнчен тухакан сăвăсемпе калавсем тĕрленĕ. Пĕр-пĕр лутăрканнă кăвак хут çине татăк-кĕсĕк кăранташпа çырнă... Калама çук васкавлă, оперативлă ĕçлеме тивнĕ вĕсен!" Апрельте вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Леонид Агаков çуралнăранпа 100 çул çитнине республикăра анлăн паллă турĕç. Чăваш халăх çыравçин Леонид Агаковăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен калакан документсем пирĕн кăларăмра чылай.

...Çапла вара, электронлă кăларăмра кашни 62 çыравçă çинчен информаци тупма пулать.