26 | 07 | 2024

Ҫӗнӗ кӗнеке: Аркадий Русаковăн «Турхан сăмахĕ»

книгаЧӑваш Республикин наци библиотеки куллен ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗсемпе пуянланать. Вӗсенчен пӗри - Аркадий Русаковăн «Турхан сăмахĕ» кӗнеки.

Аркадий Никандрович вунӑ ытла чӑвашла тата вырӑсла кӗнеке авторӗ. Унӑн «Чикӗри тӗлпулу», «Эпир кунта хӗҫпе килмен», «Юрату каҫарма чӗнет» тата кӑҫал тухнӑ «Турхан сăмахĕ» хайлавӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ.

«Турхан сăмахĕ» хайлав XVI-XVII ĕмĕрти чăваш халăх пурнăçĕпе паллаштарать. Автор темиҫе ӗмӗр каялла пурӑннӑ ҫӗр ӗҫченӗсен кӑмӑл-шухӑшне уҫса парать, вӗсен пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем ҫинчен ҫырать.

Романра тӗп геройсем ҫӗршыва пусмӑрлакан хурахсенчен хастаррӑн хӳтӗленни ҫинчен, патшалӑхӑн ҫар сехметӗнче тӑракан стрелецсемпе казаксен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Тӗп сӑнарсенчен пӗри – Улатӑрта чӑнласах вӑйпут (воевода) пулнӑ Василий Кузьмин.

Аркадий Русаковăн «Турхан сăмахĕ» хайлавĕ – «Чăваш романĕ» конкурсăн пĕрремĕш çаврăмĕн çĕнтерӳçи.

Ҫӗнӗ кӗнекене пӗрремӗш алла тытса вулама васкӑр!

Все книжные новинки Чувашии