Обзор журнала "Таван Атал" №7 2010 г. (Приложение - журнал Сунтал)
Ырă кун, ырă сехет тĕлне пултăр, хисеплĕ вулакансем!
Сирĕн умра Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 7-мĕш номерĕ.
Журналăн малтанхи страници Лев Медведев сăвăçăн "Шăранса тăрать çу кунĕ…" сăввипе уçăлать. Вăл сире иртнĕ ăшă çу кунĕсем çинчен аса илтерĕ.
Вулакансем чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши çырнă "Ултавпа чăнлăх" романăн сыпăкĕсемпе малалла паллашма пултараççĕ. Унта автор историре чăн пулнă пулăмсене туллин те уçăмлăн сăнласа кăтартать.
Хайлавра Чăваш автономи облаçĕ тунă вăхăт çинчен căмах пырать, Çеçпĕл Мишшин сăнарĕ те унта пысăк вырăн йышăнать. 1920 çул чăваш халăхĕшĕн йывăр та синкерлĕ пулнă. Кăвар чĕреллĕ çамрăк поэта ревтребунал председателĕнчен кăларса автономи облаçĕн юстици пайĕн пуçлăхне лартаççĕ. Курайман тăшмансем те чылай пулнă унăн. Вĕсем ним айăпсăр Çеçпĕле айăплаççĕ, тĕрмене хупаççĕ.
Çĕнĕ самана чăваш халăхне ĕмĕртенпе ĕмĕтленнĕ, XIII ĕмĕрте çухатнă патшалăх тытăмне çĕнĕрен тавăрнă темелле. Ку вăл савăнăç. Анчах пĕтĕм чăваш халăхĕ валли мар, пĕчĕк пайĕ валли çеç пулса тухнă. Чăваш халăхĕн виççĕмĕш пайĕ кăна Автономи гражданĕ пулса тăрать. Çакă чăвашсене питĕ кулянтарнă. Хайлавра икĕ вăй – ултавпа чăнлăх кĕрешĕ. Хăшĕ çĕнтерет-ши? Кун çинчен тĕплĕнрех эсир сыпăка вуласа тухсан пĕлме пултаратăр. Малалли çитес номерте.
Поэзи ярăма вара Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Николай Теветкелĕн сăввисене кĕртнĕ.
Вĕсенче автор поэзи, паянхи пурнăç, чăвашлăхăн пуласлăхĕ çинчен тарăн шухăшлать. Хăйĕн философилле сăввисемпе вулакансене илĕртет.
Кăларăмра Н. Теветкелĕн "Ĕлĕкхипе паянхи", "Çул", "Мĕн вăл поэзи?" т. ыт. сăввисем пичетленчĕç. Мĕн тери тарăн шухăш пытаннă унти йĕркесенче!
"Хура вăйсем пуç пулнăран
тĕнче куçне те шур илет.
Çын улшăнать. ÿкет сăнран,
таса ăсне йăх-ях пÿлет".
Н. Теветкел ытларах пурнăçа, çутçанталăка, çыннăн шалти кăмăл-туйăмне тĕпчет.
"Тăван Атăл" журнал Ангелина Павловскаян "Саланнă кĕлте" кĕнекинчи "Тĕнче чăнах та тăвăр" ятлă калавне вулакансене сĕнет.
А. Павловская чылайранпа çыракан автор, унăн хайлавĕсене вулакан яланах хапăлласа йышăнать. Мĕншĕн тесен вăл çырса кăтартакан геройсем пурнăçран илнĕ пире çывăх сăнарсем, вĕсен шăпи, кун-çулĕ, чун ыратăвĕ юнашар çынăнни евĕрех чуна хускатаççĕ, шухăша яраççĕ. Вĕсемпе пĕрле пăшăрханатăн, телейĕшĕн хĕпĕртетĕн.
Çыравçă 1939 çулта кăрлачăн 31-мĕшĕнче Вăрмар тăрăхĕнчи Пĕчĕк Енккасси ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри библиотека техникумĕнчен вĕренсе тухнă, 1959-1964 çулсенче И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Пĕрремĕш хайлавĕ "Ярăм-ярăм явăнать тĕтре" 1983 çулта "Ялав" журналта пичетленнĕ.
Хайлав сюжечĕ кăсăклă. Çамрăксем вăрмана çырла пуçтарма каяççĕ. Вĕсемпе пĕрле арçын та пырать. Уяр çанталăк çумăр пĕлĕчĕсемпе улшăнать, аслати кĕмсĕртетме пуçлать. Çав вăхăтра арçына канăçсăрлантаракан йывăр аса илÿсем хупăрласа илеççĕ. Вăл хăйĕн хуйхине çырла пуçтарма пынă çамрăксене каласа пусарас тет. Мĕнпе ĕç вĕçленнине калава вуласан пĕлме пулать.
Журналта Чăваш поэзийĕн антологийĕн XIX-мĕш кăларăмĕ тухрĕ. Чи малтанах Василий Кервенĕн сăввисене курма пулать. Вăл – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ăна литературăри пысăк çитĕнÿсемшĕн РФ писателĕсен союзĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Кĕскен унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен аса илтерер-ха. Василий Кервен (Василий Гаврилович Кошкин) 1949 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн монтажникра ĕçлеме тытăннă, кĕçех ăна çара илнĕ, унтан таврăнсан вăл И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă.
Вăл тĕрлĕ çулта "Пионер сасси" (хальхи "Тантăш") хаçатра, "Çил çунат" (хальхи "Самант") журналта литературăпа искусство пайĕсен редакторĕнче, Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн литература консультантĕнче ĕçленĕ.
Унăн паллăрах кĕнекисем: "Туйăм" (1982), "Хĕври хĕвел" (1987) сăвă пуххисем тата "Çынсем" сăвăлла роман-эссе (1991).
Журналта эсир В. Кервенĕн "Илем", "Тăван килте", "Чун", "Чул хушшинчи чун", "Улшăну", "Ентешĕме", "Çĕрпе чĕре", "Пĕчченлĕх шăплăхĕ", "Чĕрĕлĕх", "Хамăр чун", "Анне сехечĕ", "Ют çын" сăввисемпе паллашма пултаратăр.
Кунтах Анатолий Тимофеев-Ыхра сăвăçăн "Пĕччен ларать хура курак…", "Ывăлăма", "Юрă", "Йăмра таврашĕ", "Ӑвăслăх витĕр", "Салтака каякан тусăма" т. ыт. сăввисем те пичетленчĕç. Вĕсем вулакансен кăмăлне каясса шанатпăр.
Малалла Николай Константинович Кушманов-Алеметкин сăвăç çинчен сăмах пырĕ. Николай Константинович - Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Литература ĕçне 70-мĕш çулсенче тытăннă. Вăл çырнă "Данко пек", "Кĕрхи шухăшсем", "Тăватшар йĕркерен" сăвăсем паянхи кăларăмра вырăн тупрĕç.
Хăйĕн сăввисенче ытларах Тăван çĕршыв, çутçанталăк, ачалăх, юрату темисене хускатать.
"Кашнин пур хăйĕн вăхăчĕ:
Çанталăкăн, этемĕн.
Кĕç çулçăсем йăлт тăкăнĕç:
Каять тавра илемĕ", - тесе çырать Н. Кушманов-Алеметкин. Тăватшар йĕркерен тăракан сăввисенче те автор философилле шухăшалать. Чăнах та, кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ пур. Вăхăт пĕр вĕçĕмсĕр таçта шăвать. Пĕтĕмпех курма, туйма, хаклама, упрама пĕлмелле.
Тепĕр сăвăç - Иосиф Дмитриев-Трер. Илтнĕ-и эсир ун çинчен?
Вăл 1947 çулхи çĕртмен 27-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Йÿçкасси ялĕнче çуралнă. Матикасси вăтам шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канаш педучилищинче вĕреннĕ, каярах Шупашкар районĕнчи Иккасси ялĕнче учительте ĕçленĕ. И.А. Дмитриев-Трер Ленинградри театрпа кинематографии институтĕнчен веренсе тухнă, унтан Мускаври ГИТИСра режиссер ăсталăхне алла илнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçленĕ. Халĕ вара Казахстанра Акмола облаçĕн вырăс драма театрĕнче ĕçлет.
И.А. Дмитриев-Трер сăввисем республикăри хаçат-журналта, уйрăммăн тухнă кĕнекесенче 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пичетленме тытăннă. Вăл çавăн пекех вырăс, удмурт, швед, норвег, финн поэчĕсен антологийĕсене чăвашла куçарнă.
Унăн "Каçхи хăна", "Килтен", "Тирек", "Лапайхар – илемлĕх турри" сăввисемпе эсир "Тăван Атăлăн" çĕнĕ кăларăмĕнче паллашма пултаратăр.
Кунсăр пуçне кăларăмра Михаил Андреев сăвăçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кĕске информаци тата унăн сăввисем пур.
Журналăн вĕçĕнче "Тĕрĕ пултăр парне" кăларăм пур. Тĕрĕ шăрçалама кăмăллакансене хитре ÿкерчĕк сĕннĕ. Илемлĕ шур акăшсем сирĕн коллекцире вырăн тупма пултарĕç.
"Ял илемĕ – капăр çурт" кăларăмра çĕнĕ çуртăн планĕ пур.
"Сунтал" журналăн номерĕнче те вуласа пĕлмелли, кăсăкланмалли чылай.
"Автограф" ярăма Чăваш халăх артисчĕн Иванов Иван Ивановичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каланă, вăл калăпланă рольсенчи сăн ÿкерчĕксене те кĕртнĕ.
"Проза" пайра Анатолий Волковăн "Чи малти" повеçне пичетленĕ. Хайлавра пултаруллă тухтăр çынна вилĕмрен çăлса хăварни пирки каланă. Автор вулакана пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, яланах чăтăмлă пулма чĕнет.
2010 çул - Вĕрентекен çулталăкĕ. Çавна май кăларăмра час-часах вĕрентекенсем çинчен çырнисене асăрхама пулать.
Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ Филимонова Тамара Ивановна вĕрентекен çинчен "Ĕмĕтленме пĕлекенĕн çăлтăрĕ çутă" ятлă статья тухрĕ. Унăн ĕçченлĕхĕ, пултарулăхĕ, чăтăмлăхĕ çав тери тĕлĕнтерет.
Хăйĕн профессине чунтан юратакан вĕрентекенсенчен тепри – Галина Васильевна Абрамова. Вăл Шупашкарти 59-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Хальхи вăхăтра вăл хатĕрленĕ вĕрентÿ кĕнекисемпе тĕрлĕ классенче пĕлÿ пухаççĕ. Шкулта ачасене вĕрентмелли меслет сĕнĕвĕсен пуххисем те пĕрре мар тухрĕç. Тĕплĕнрех "Сунтал" кăларăмĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.
Сăмах техĕмне, чĕлхе туйăмне уяса, илемлĕх мелĕсемпе усă курса çыракан сăвăç сахал мар чăваш поэзиĕнче. Вĕсенчен пĕри - Георгий Ирхи. Унăн "Аслатиллĕ çумăр", "Тирек тăманĕ", "Кивĕ çăл", "Самант", "Кăвак хуппи", "Кĕл чечек", "Мехел çитсен" сăввисем питĕ илемлĕ, тарăн шухăшлă.
Тинтерех эпир чыслăн Çĕнтерĕвĕн 65 çул çитнине уявларăмăр. Çав йывăр çулсенче тăшмана хирĕç тăма пултаракан çар техники кирлĕ пулнă, çавăнпа та ăна тума пĕтĕм республика çынни хутшăннă, укçа пуçтарнă. Арсений Тарасовăн "Чăваш бронепуйăсĕ" статйинче çак ĕçе хутшăннă çынсем çинчен сăмах пырать.
Кăларăмра Сергей Вэскер (Павлов) çырнă "Çил-тăманлă каç", "Малтан йăмăх, кайран…", "Юрату юрлаттарать", "Ватă çын халалĕ харамра выртмасть" калавсем кун çути курчĕç.
"Çемье вулавĕ" ярăмра Валерий Питравăн прозăлла сăввисене тупса вулама пулать.
Владимир Алмантай тĕпчевçĕн "Камсем эпир? Хăш йăхран?" ĕçĕн малалли пичетленчĕ. Унта ăсчах сăвар-пăлхарсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, йăли-йĕрки, çи-пуçĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса çырнă.
"Юрă маншăн бизнес-проект мар" статьяра паллă журналистăн тата сăвăçăн Петĕр Михайловăн пултарулăхĕпе паллашма май пур. "Сунталăн" юлашки страници П. Михайлов çырнă "Анне, ан сул ална" юррипе пĕтет.
Çакăн пек пуян та хăйне евĕрлĕ "Тăван Атăл" тата "Сунтал" журналăн çĕнĕ номерĕсем.
Вулавĕ кăмăллă та чуна çĕклентермелле пултăр, хисеплĕ вулакансем!
"Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ номерне
Чăваш Республикин Наци библиотекин
"Чăваш кĕнеки" центрăн библиотекарĕ
Елена Николаева тишкернĕ.