Обзор журнала "Таван Атал" №9 2010 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Хисеплĕ вулакансем!

Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн 2010-мĕш çулхи 9-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Таван Атал №9

Номерĕн тĕп рубрикисем: "Проза", "Еткер", "Ахрăм", "Чăваш поэзийĕн антологийĕ".

Журналăн малтанхи страницинче Николай Максимов çырнă "Шурă акăш çулĕ" романăн вĕçĕ кун çути курнă.

Хайлав пуçламăшĕ 2009 çулхи 12-мĕш, кăçалхи 1-2, 8-мĕш номерсенче пичетленнĕ.

"Еткер" пайра Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Николай Теветкелĕн Юрий Скворцова халаланă "Вăл пирĕн асран каймасть" аса илĕвне пичетленĕ. Кунта автор Юрий Скворцовăн литературăри хăйне евĕр сасси, тавра курăмĕ, пăхăнмалăхĕ тата кулăш-шучĕ, унăн хайлавĕсен янравлăхĕ, кĕвĕлĕхĕ, чăвашлăхĕ çинчен çырать. Ахальтен мар ĕнтĕ çыравçă сăввисене паллă композиторсем юрра-кĕвве хывнă. Калавĕсемпе повеçĕсем вара вулакансене нумай шухăшлаттараççĕ. Вĕсенче çыравçăн хăйне евĕрлĕ пултарулăхĕ, унăн тăван литературăра юлнă çул-йĕрĕ.

Çак пайрах Ю. Скворцовăн "Хĕлĕх хÿре кăвакал" калавĕпе Анатолий Юманăн Митта Петĕрĕ çинчен çырнă "Апатланĕ пулă коммунистсемпе" статйине кĕртнĕ.

Журналта "Чăваш поэзийĕн антологийĕн" XXI-мĕш кăларăмĕ тухнă. Проект авторĕ - С. Л. Павлов, редакторĕ - Ю. Г. Айдаш. Унта чылай сăвăçсен хайлавĕсене кĕртнĕ. Акă, тĕслĕхрен, Любовь Федорован пултарулăхĕ çинче чарăнса тăрар. Поэтесса Елчĕк районĕнчи Энтепере çуралса ÿснĕ. Халĕ Шупашкарти 34-мĕш шкул-гимназире ĕçлет. Унăн "Йÿçĕ пыл" ятлă малтанхи кĕнеки 1992 çулта кун çути курнă. Журналта Л. Федорован 8 сăвви пичетленнĕ. Вĕсем вулакана илемĕпе, çепĕçлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Илсе пăхар-ха çак сăвăсенчен пĕрне :

Халь тин сана тытса чармастăп,
Ан таврăн каялла кăна.
Сан хыçăнтан йĕрсе чупмастăп,
Эс пулнă вăхăтлăх хăна.
Пулмасть шав сивĕ, вĕçĕм юр.
Хĕл хыççăн çитĕ ăшă çур.

 

Сунтал - общественно-политический журнал Журналăн тепĕр пайĕ - обществăпа политика журналĕ "Сунтал".

Вăл та кăсăклă материалсемпе пуян. Хуплашкан иккĕмĕш страницинче Чăваш халăх артисткин, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премин лауреачĕн Валентина Ситован сăн ÿкерчĕкĕ. "Инçет ĕмĕт çути" ят панă артистка хăйĕн аса илĕвĕсене. Вĕсене пичете Сергей Журавлев хатĕрленĕ.

"Кăçал августăн пĕрремĕш кунĕнче театрта ĕçлеме пуçлани 28 çула кайрĕ. Паллах, çакăн чухлĕ вăхăт сцена çинче пурăнса юратнă рольсем те, йывăр сăнарсем те, пулсах пĕтейменнисем те, выляйманнисем те пулнă ĕнтĕ. Кашни сăнарĕ чĕре витĕр тухнă, чуна лăсканă, ыраттарнă, савăнтарнă, кулянтарнă, пăлхантарнă, пăшăрхантарнă. Пайтах пулнă çывăрман каçсем те… Эпĕ пĕрех хамăн шăпана пĕртте ÿпкелешместĕп. Ку манăн пурнăç. Мана вăл килĕшет…", - тесе шутлать Чăваш халăх артистки Валентина Ситова.

Арсений Тарасов çырнă "Улатăр чăвашĕсем" çул çÿрев очеркĕ те вулаканăн кăмăлне каясса шанатпăр. Кивĕ Эйпеç ялĕнчи тарават çынсемпе, вĕсен шухăш-кăмăлĕсемпе, пурнăçĕпе паллашнă автор. 300 çул Шупашкартан питĕ аякра, ыттисенчен уйрăларах урăх хутлăхра пурăнать пулсан та, Кивĕ Эйпеç ялĕн пултаруллă çыннисем чунĕпе, кăмăлĕпе, хăвачĕпе тыткăнланă автора. Вĕсен, А. Тарасов шучĕпе, чăваш халăх пурнăçне малалла аталантарас, чăваш ĕмĕрне тăсас тĕлĕшпе тÿпи пысăк. Очерк питĕ çăмăллăн вуланать, авторпа пĕрле хамăр та пулса курнăн туйăнать çак тĕлĕнмелле ялта.

Николай Дворовăн пултарулăхĕпе, унăн сăввисемпе те паллашма пулать ку кăларăмра.

Геннадий Максимов çырнă "Каçала каймастăр? Эппин… канвуйпа ăсататпăр" статья Комсомольски районĕнчи вĕрентÿ тытăмĕнче 40 çула яхăн ĕçлесе мухтава тивĕçнĕ Клавдия Парфеньева кун-çулĕ çинчен. Йÿççи-пылакне пайтах ас тивнĕ пулин те этемлĕхĕн чăн çулне çухатман тăхăр теçетке çула кĕçех тăрлама хатĕрленекен чăваш хĕрарăмĕ.

"Тĕпчев-шухăшлав" уйрăмра Юрий Артемьевăн Çеçпĕл Мишшине халаланă "Çĕн çĕре чĕнен чĕре" статйи тухнă. "Çеçпĕл поэзине çĕнĕрен вуласа тухнă май пуçра çуралнă шухăшсем чылай чухне иртнĕ тапхăрти тĕпчев-хаксемпе çураçсах пĕтесшĕн мар, кам мĕн шырать – çавна тупать тени те тĕрĕсех… Эпĕ Çеçпĕл сăнарĕнчен икон туса хуни пирки калатăп. Çын шухăшĕпе пурăнма хăнăхнă Вулакан та сахал мар. Академилле тĕпчевсен тивĕçĕ уйрăмах пысăк – чăн-чăн Çеçпĕлĕн эткерне, ун сăн-сăпатне турапа якатса хачăпа тикĕслесе калăплас вăхăтсем хыçа юлнă. Тытсан таса алăпа тытас пулать ку ĕçе, авăнчăк çурăм шăммипе те ан пыр – атлант кĕлетки пусарса лапчăтас хăрушлăх пур…", - тесе пĕтĕмлетет Ю. Артемьев хăй тĕпчевне. Асăннă ĕç вулаканшăн питĕ кăсăклă пулассине палăртас килет.

Афалек Энтепе (Олег Андреев) 60 çул тултарнă. Çак ятпа Герман Желтухин "Çĕр çынни чунлă поэт" хайлавĕнче ун пултарулăхне тĕпченĕ, пысăк хак панă. Поэт тĕнчи асамлă та илĕртÿллĕ, вăл тупнă çĕнĕ сăнлăхсем тыткăнлаççĕ.

Çакăнтах вулакан Афалек Энтепен сăввисемпе паллашма пултарать. Журналта унăн "Туйăм вăранăвĕ" сăвăсен ярăмĕ пичетленнĕ.

Хальхи çамрăк хĕрсен шухăш-кăмăлĕпе, ĕмĕчĕсемпе паллаштарать Ольга Рубцован "Икĕ кайăка хăваласан" калавĕ. Кунти тĕп сăнар Таня пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкет – никам та çуккипе кулянса ларакан хĕр тĕлне харăсах тăватă каччă тупăнать. Мĕн тумалла-ха халь? Хăшне суйласа ыттисене тĕксе ямалла? Ӑçтан пĕлмелле хăшĕ чăн-чăн чун варли, турă çырни иккенне?

Сарри Мишшин "Таçта илтĕнет чăваш ячĕ" статйи пирĕн ума яланхи ыйтăва кăларса тăратать - камсем эпир – чăвашсем? Çак ыйту çине хурав шырать автор, вулакана та хăйпе пĕрле шухăшлама ыйтать.

Çакăн пек кăсăклă "Тăван Атăлпа" "Сунтал" журналсен çĕнĕ кăларăмĕ. Вăл Сирĕн кăмăлăра каясса чунтан шанатпăр.

Чипер юлăр!

 

Информацине Чăваш Республикин Наци библиотекин
"Чăваш кĕнеки" центрăн библиографĕ
Татьяна Выйгетова хатĕрленĕ.