Обзор журнала "Таван Атал" №10 2010 г. (Приложение - журнал Сунтал)
Ырă кун пултăр, хисеплĕ вулакансем!
Сире валли "Тăван Атăл" журналăн 10-мĕш кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ.
Кĕр кунĕсем çитнĕ май, çанталăк сивĕтсе пырать, хĕвел тек ăшăтса пăхмасть, çумăр кашни кун тенĕ пекех пĕрĕхет. Çапах та кĕрхи вăхăт çав тери илемлĕ. Ӑна курма-туйма çеç пĕлмелле. Çакна çирĕплетсе парать пире Митта Ваçлейĕ хăйĕн "Кĕрхи илем" сăввинче.
Малалла эсир Денис Гордеев çыравçăн "Шăркалчă" повеçĕпе паллашма пултаратăр. Мĕнпе тыткăнлама пултарĕ-ха вăл вулакана?
Автор ку хайлавра çемье, укçа-тенкĕ, чыс, мораль, кăмăл-сипет проблемисене тĕпе хунă. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн юратнă тĕпренчĕкне тĕрĕс-тĕкел ÿстерес, çын тăвас тесе тăрăшать. Повеçре те çавăн пек, Лизăн пурте çителĕклĕ пулнă, уншăн нимĕн те шеллемен. Аслăрах классенче вара хĕр йăлт улшăнса каять, вĕренме пăрахать, киле ир енне кăна таврăнма пуçлать, тăван ашшĕ-амăшĕнчен писет. Хальхи пурнăçра та çакăн пек тĕслĕхсем чылай.
Çыравçă хальхи çамрăксен пуласлахĕ пирки тарăн шухăшлать.
"Тăван ен пилĕпе пиçнĕ пултарулăх" статьяра чăвашсен паллă çыравçи Лидия Ковалюк пултарулăхне пăхса тухнă.
Лидия Алексеевна Ковалюк (Антипова) Патăръел тăрăхĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт ВЛКСМ Патăръел райкомĕнче, шкул пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ, çичĕ çула яхăн шкул ачисене тăван литературăпа чĕлхене вĕрентнĕ, нумай çул республикăри Кĕнеке юратакансен обществине ертсе пынă. Хальхи вăхăтра вăл республикăри çыравçăсен "Хурăнташ" пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ.
Л. Ковалюк юратупа пурăнакан çын. Çакă унăн пултарулăхĕнче аван палăрать. Анчах унăн юратăвĕ арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăну çеç мар, тĕнчене, пурнăçа, пурнăç пулăмĕсене, хăйĕн тавралăх-хутлăхне, таврашне (йывăç-курăк-и вăл, çын-и тата ыт. те) мĕнле йышни, хаклани, сăваплани. Ку унăн хăйне евĕр пурнăç позицийĕ, уншăн пурте хаклă, киленÿллĕ, илĕртÿллĕ:
Мĕнле пурнан, çуралнă енĕм?
Тавах сире, уйсем-хирсем.
Эсир мана телей пилленĕ,
Кунта çын пултăм вăй илсе.
Е тепĕр сăввинче:
Пĕрне-пĕри савса та юратса,
Юратура телейлĕ кун тупса
Утасчĕ килĕшÿллĕ сăмахпа,
Куласчĕ çĕкленÿллĕ сасăпа.
Арсений Тарасов çырнă "Вĕлтĕртетсе вĕçет сарă çулçă" повеçĕнче хальхи çамрăксен пурнăçне сăнласа панă. Вĕсен шалти кăмăл-сипечĕ, проблеми, ĕмĕчĕсем т. ыт. те. Çыравçă тĕп герой урлă вулакансене тÿрĕ чунлă пулма, тĕрĕс çул çине тăма чĕнсе калать.
Чăваш поэзине кăмăллакансем валли номерте "Чăваш поэзийĕн антологийĕ" черетлĕ XXII-мĕш кăларăмĕ пичетленчĕ. Унта Иван Чермаков, Микул Ишимбай, Петĕр Çăлкуç, Станислав Сатур, Марина Карягина сăввисем вырăн тупрĕç.
Алă ăстисем "Тĕрĕ пултăр парне" ярăмра илемлĕ ÿкерчĕк асăрхĕç. Вăл сирĕн коллекци çумне хутшăнсан аван пулĕ.
"Ял илемĕ – капăр çурт" ярăмра вара капăр та мăнаçлă çуртăн проектне кăтартнă.
"Сунтал" журналта "Автограф", "Кăмăл турамĕ", "Уяв", "Сăвă ярăмĕ", "Куçару", "Юбилей" тата ытти ярăмсем вырнаçрĕç.
Кăларăмăн хуплашки çине Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕн Анатолий Канюкан сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă.
С. Журавлев "Ĕç савăнăç кÿрет" статьяра артистăн пурнăçĕпе пултарулăхне уçса парать. А. Канюка чылай тĕрлĕ вырăнсенче пулса курнă. "Çĕршыв тăрăх гастрольте çÿренине телей тесе шутлатăп эпĕ", - тесе палăртать ăста юрăç. Шăпа ăна Чăваш ене те илсе çитерет. Кунта чылай çул вăй хурать. Опера сцени çинче тĕп партисене калăплама тÿр килет унăн. 1982 çулта Анатолий Канюка Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçлеме пуçлать.
Кунтах оперăсенче вăл вылянă самантсен сăн ÿкерчĕсене вырнаçтарнă.
"Кăмăл турамĕ" ярăмра филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн журналистсен союзĕн членĕ Лидия Ивановна Филиппова çинчен вуласа пĕлме пулать. Вулакансем унăн "Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ…", "Мана айван тесе ан калăр", "Ку - пурнăç", "Ӑнлан", "Ан ÿкĕнĕр!", "Пĕлĕтсем" сăввисемпе паллашма пултарĕç.
Кăçал чăваш халăх поэчĕ Стихван Антонович Шавлы çуралнăранпа 100 çул çитнине уявлатпăр. Çавна май Татьяна Красновапа Арсений Тарасов "Шавли сасси ĕмĕр шавлатăр" ятлă статья хатĕрленĕ. Унта поэтăмăрăн пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса панă, тус-пĕлĕшĕсен аса илĕвĕсене кĕртнĕ.
Cтихван Шавли ячĕ Хусанкай, Ухсай ячĕсемпе пĕр ретре тăрать. Чăваш литературинче вăл "Çăпата поэми", "Малтанхи аслати", "Поэт сасси", "Аслати кĕрлесен", "Ешĕл палăк", "Кунçул сунталĕ умĕнче", "Сăвăсемпе поэмăсем", "Суйласа илнисем", "Çĕр çинчи йĕр", "Çиçĕм çиçет" сăввисемпе палăрчĕ. Унăн сăввисемпе композиторсем юрăсем сахал мар кĕвĕленĕ.
Статья вĕçĕнче Стихван Шавлын "Чикан майри" калавĕ пур. Хайлав сюжечĕ аса илÿ çинче йĕркеленнĕ. Ятмас мучи итлекене хăйсен ялĕнче пулса иртнĕ пĕр çемье пирки каласа парать. Пĕр ырă чăваш чикан хĕрарăмне вилĕмрен хăтарать. Кайран çав çын унăн мăшăрĕ пулса тăрать иккен. Мĕнлерех çаврăнса тухать-ха вĕсен шăпи? Кун çинчен эсир хайлава вуласа тухсан пĕлме пултаратăр.
Калавра чăн-чăн чăваш çыннин характерĕ, наци хăй евĕрлĕхĕ те палăрать.
Малалла сăмах çăмхи Николай Ишентей сăвăç çинчен пырĕ. Николай Ишентей нумай кĕнеке авторĕ, кĕçĕннисен юратнă юмахçи. Унăн хайлавĕсем "Çулталăк кĕнеки" конкурсра пĕрре мар çĕнтернĕ. 1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Кăларăмра унăн "Чул çунă чух тухайрăм тĕнчене", "Планетăпа чĕре", "Хура мĕлкеллĕ шур тĕнче", "Эпĕ пур!", "Этем хакне ĕçне кура виçеççĕ", "Чăваш ту", "Икĕ вут хушшинче", "Çын ăраскалĕ çакнашкал", "Çурла" сăввисем вырăн тупрĕç. Сăвăсен кашни йĕркинчех сăрхăнса тухакан чун ыратăвĕ никама та пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть.
Ишентей сăввисене чăвашсен паллă академикĕ Г.Н. Волков пысăк хак панă. Халăх философине илемлĕх категорийĕ вырăнне лартас ăсталăхĕ унăн хайлавĕсене чĕрĕлĕх кĕртет, сăнарлă шухăшлавĕнче хăйне евĕрлĕ йĕрке хуçаланать.
"Куçару" ярăмра Пушкăрт поэчĕсен, Салават Юлаев ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕсен хайлавĕсене тупма пулать.
Пушкăртсен паллă поэчĕсенчен пĕри - Равиль Бикбаев. Унăн сăввисенче тĕп темăсем - тăван çĕршыв, тăван чĕлхе, пушкăрт халăхĕн кун-çулĕпе шăпи пулса тăраççĕ. Унăн поэзийĕ çутă сăнарсемпе, оригиналлă символсемпе уйрăлса тăрать. Кунта Р. Бикбаевăн "Тастамал", "Çумăр", "Хура та шурă" ятлă сăввисене вырнаçтарнă.
Малалла Ирек Киньябулатов сăвăç пултарулăхĕпе паллашăпăр. "Чул ту, çăлтăрсем тата этем", "Çÿлте хÿхлет кĕрхи хур кайăк", "Çĕршывăм" савăсене вуласан çĕкленÿллĕ туйăм, хавхалану çуралать. Вуланасса та вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Акă, илер-ха унăн "Çĕршывăм" сăввине:
Çĕршывăм, еплерех мухтас сана?
Каллех тăратăп сан ытамунта, -
Чунпа туятăп ырă ăшшуна,
Нихçанхинчен телейлĕ эп кунта.
Тепĕр сăвăç - Кадим Аралбай - "Кăвайтсем нумай-нумай эп курнă" сăвăра тăван халăх, унăн йăла-йĕрки, паянхи пурнăç тата пуласлăх çинчен шухăшлать.
Арсений Тарасовăн "Кил ăшши – чун ăшши" ятлă статйинче вара Етĕрне районĕнчи Палтайра пурăнакан Серебряковсен кил-йышĕ пирки каланă. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли те нумай: кашниех маттур, ĕçчен те пултаруллă.
"Чăваш "Штирлицĕ" хайлавра Иван Вутлан çыравçă пултарулăхне уçса панă.
Иван Вутлан паянхи чăваш литературинче детектив жанрĕпе ăнăçлă ĕçлет. Вăл Çывăх Хĕвелтухăçĕнче разведка офицерĕ пулнă. Çавна май унăн хайлавĕсем ытларах вăрçăпа çыхăннă.
Вутлан нумай кĕнеке авторĕ. "Асамат кĕперĕ", "Çул - пĕрре", "Кĕтмен утăм", "На берегу чужом", "Пĕчĕк иккен çĕр чăмăрĕ" тата ытти кĕнекесем вулакансен чĕрисене тыткăнларĕç ĕнтĕ. Кĕнекесене вырăс, пушкăрт, тата ытти чĕлхесене куçарнă.
Вĕсен хушшинче уйрăмах "Российская пыль в морщинах пирамид" (2004) кĕнекине палăртмалла. Вăл Пĕтĕм Раççейри "Çулталăкри чи лайăх кĕнеке" конкурсра лауреат ятне тивĕçрĕ.
"Сунтал" журналăн вулаканĕсене И. Вутланăн "Кĕмĕл пальма" повеçĕпе паллашма сĕннĕ. Хайлавра XX-мĕш ĕмĕрĕн 60-70 çулсенче Çывăх Хĕвелтухăçĕнче тата пирĕн çĕршывра юлашки 20 çул каялла пулса иртнĕ ĕçсене çутатса панă. Унти сăнарсем матур, яланах тĕрĕслĕхшĕн, ирĕклĕхшĕн кĕрешеççĕ.
Тепĕр статьяра чăваш халăхĕ ăçтан пуçланса кайни çинчен пĕлме пулать. Вăл "Таçтан илтĕнет чăваш ячĕ" ятлă. Унăн авторĕ - Сарри Мишши таврапĕлÿçĕ.
"Чăваш юрри – чĕре сури" ярăмра А. Сурков "Юрату. RU" эстрада ушкăнне йĕркелесе яраканĕн Роза Беляеван ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. Журналăн юлашки страницине вара "Тăван ялăм" юрра кĕртнĕ. Сăввине Роза Беляева, кĕввине Надежда Заводскова çырнă.
"Тăван Атăл" тата "Сунтал" журналсен çĕнĕ кăларăмĕ сирĕн кăмăлăрсене çĕклессе чунтан шанатпăр! Чипер юлăр!
Кăларăма "Чăваш кĕнеке" центрăн
библиотекарĕ Е. Николаева тишкернĕ.