06 | 10 | 2024

Обзор журнала "Таван Атал" №12 2010 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Хисеплĕ вулакансем!

Сирĕн умра "Тăван Атăл" литература журналĕн 12-мĕш кăларăмĕ.


Вăл виçĕ пайран тăрать: "Проза", "Поэзи" тата "Чăваш поэзийĕн антологийĕ".

Чи малтанах эпир Лаврентий Таллеров çырнă "Ыр-хаяр" романăн сыпăкĕпе паллашăпăр.

Хайлаври ĕç-пуç паянхи улшăнса тăракан саманари пăтăрмахлă çаврăмсенче пулса иртет. Унта автор çивĕч ыйтусем хускатнă: хальхи самана, юрату, çынлăх, чап, мул, пуринчен те малта пырасси. Унсăр пуçне çутçанталăк, илем, искусство темисем тавра шухăшланине те куратпăр.

Ириада Максимовна Стрельцова - çамрăк вĕрентекен, ялта ĕçлет. Пушă вăхăтне вăл шăплăхра, пĕччен ирттерме юратать, роман çырать.

Хĕрĕн шăпи йывăр килсе тухать, хăйĕн пурнăçне вăл авланнă арçынпа çыхăнтарать. Юрату туйăмĕ ăна çĕклентерет, ырă пуласлăха шантарать. Мĕн тейĕн, унăн сĕрĕмĕ карса илсен, çын суккăрланать. Çакă унăн пурнăçне пĕтерет те.

Вăхăт иртнĕçемĕн çакăн пек пурнăç Ираидăн кăмăлне хытарать, чунне çирĕплетет, пĕтĕмпех урăхла куçпа хаклама вĕрентет.

Çыравçă хайлаври сăнарсен шалти кăмăл-туйăмне курăмлă майпа, ĕнентерÿллĕн кăтартса парать, çавăнпа та вулакан чунне çавăх пулса тăрать.

Асăннă хайлав пире яланах тÿсĕмлĕ пулма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет.

"Поэзи" пая Михаил Сениэль сăвăçăн хайлавĕ кĕнĕ.

Сăвăç çинчен сире кăштах аса илтерер-ха. Михаил Сениэль 1940 çулта раштавăн 30-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районне кĕрекен Саврăшпуç ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан, Чистай медицина училищинчен вĕренсе тухнă. 1962-1967 çулсенче Хусан университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Шупашкара килсен чылай вăхăт Чăваш кенеке издательствин редакторĕнче ĕçленĕ. Поэт чăвашла та, вырăсла та çырать, нумай кĕнеке авторĕ. "Савăнăç куççулĕ", "Çĕр чунĕ", тата ытти кĕнеки, çавăн пекех "Сÿнми хĕвел" сăвăлла романĕ автор шухăш-кăмăлне лайăх палăртаççĕ.

Кăçал автор çитмĕл çул тултарать, çав ятпа Михаил Сениэль вулакана çĕнĕ хайлавĕпе паллашма сĕнет. Вăл "Иртет иккен ĕмĕр" ятлă.

Кăларăмра Сергей Павлов-Вэскерĕн "Бумер" çĕнĕ калавĕ те пичетленсе тухрĕ.

Егор Иванович мăнукĕ Аркаш пĕтĕм ялшăн "ула кураксем хушшинчи хура курак" пек пулса тăрать. Çынсен пурнăçĕ юхăнса пынă чух кермен пек çурт купаласа лартать, гараж тăвать, пуйса каять. Ял халăхĕ ăна чунтан кĕвĕçме пуçлать. Хайлава автор мĕншĕн çапла ят панă-ши? Кун çинчен тĕплĕнрех калавпа паллашсан пĕлме пултаратăр.

Хайлав питĕ кăсăклă, çăмăллăн вуланать.

"Тăван Атăл" журналта "Чăваш поэзийĕн антологийĕн" черетлĕ XXIV-мĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. Проект авторĕ - С. Л. Павлов. Ку кăларăмра чăвашсен хальхи вăхăтри паллă сăвăçисен пултарулăхне кĕртнĕ.

Кăларăмра поэзине кăмăллакансем чăваш сăвăçисен хайлавĕсемпе паллашма пултарĕç. Вĕсем: Альбина Юрату, Валерий Муравьев, Рита Арти, Зоя Сывлăмпи, Олег Прокопьев, Маргарита Гурьева, Микул Пулар, Александр Клементьев т. ыт. те.

"Пĕр картина историйĕ" ярăмра шотланди ÿнерçин Джон Лаверин "Чăвашсем" ятлă картини çинчен сăмах пырать. Статья авторĕ А. Алексеев.

Джон Лавери – тĕнчипе паллă сăрă ăсти. Ӑна сăрă ÿнерĕн паянхи тапхăрĕчченхи историйĕнче палăрнă тĕнчери чи пултаруллă вунă пин ăстаçăн йышне кĕртнĕ. Ун çинчен Интернетра та информаци нумай.

Картинăн историйĕ хăйне майлă кăсăклă, нумай ыйту çуратать, тĕпчевçĕсене тавлаштарать. Мĕншĕн шотланди ÿнерçи шăпах чăвашсене суйлса илнĕ-ха? Хальхи вăхăтра "Чăвашсем" картина ăçта упранать-ши? Çакă тата ытти ыйтусем çине хурав тупас тесен статьяпа паллашма сĕнетпĕр.

Тĕрĕ ăстисем валли "Тĕрĕ пултăр парне" ярăмра çĕнĕ ÿкерчĕк пур.

Çĕнĕ кил-çурт хăпартма ĕмĕтленекенсемшĕн "Ял илемĕ - капăр çурт" ярăмра панă проект усăллă пулĕ.

 

Журналăн иккĕмĕш çурпайĕ - "Сунтал". Вăл малтанхи кăларăмсенчен уйрăлса тăрать. Унта ятарласа Тутарстанри Пăва районĕнче пурăнакан чăвашсен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне çутатса панă.

Тутарстанри Пăва районĕпе Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Рафаэль Абузяровпа Анатолий Тимофеев журналист хальхи вăхăтри экономикăри лару-тăру, производство аталанăвĕ, унăн тупăшлăхĕ çинчен калаçнă. Çакна "Пире туслăх вай парать" статьяра вуласа пĕлме пулать.

Паянхи кун Тутарстан ял хуçалăхĕ ăнăçлă, тухăçлă, тупăшлă ĕçлесе пырать. Хуçалăхсене пĕрлештерсе йĕркеленĕ агрофирмăсем ялсене, ĕç вăйне упраса хăвараççĕ. Çавнашал пĕрлешÿсенчен пĕри – В. Чернов ячĕллĕ тулли мар яваплă пĕрлĕх. Унăн тĕп ертÿçин çумĕ - Пăва тăрăхĕнчи Пимĕрсел ялĕнче çуралса ÿснĕ Евгений Алексеевич Савельев. Ун çинчен эсир В. Дедушкинăн "Йывăрлăхсене пăхмасăр" статйинче тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр.

Çавăн пекех номерте Пăва районĕпе Тутарстан ял хуçалăхĕн аталанăвĕнче пысăк тÿпе хунă фермерсем, предприятисен ертÿçисем çинчен çырса кăтартнă.

Тутар Республикинчен тухнă чăваш литературинче палăрнă сăвăçă-çыравçăсем паян сахал мар. Вĕсен хушшинче уйрăмах Геннадий Леонтьевич Никифорова палăртмалла.

Вăл 1943 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Хирти Кушкă ялĕнче çуралнă. Элшелти вăтам шкул хыççăн Пăвари техникумра ветеринара вĕреннĕ. Виçĕ çул çар хĕсметĕнче пулнă.

Уçă сасă, юрлама юратни ăна Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищине илсе çитернĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн чылай çул Чăвашрадиопа телевидени хорĕнче ĕçленĕ, хальхи вăхăтра – Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ.

Юлашки вăхăтра вăл литературăра хăйĕн пултарулăхне аван палăртрĕ, вăл çырнă калав-повеçсем хаçат-журналта тăтăш пичетленеççĕ.

"Сунтал" журналта çыравçăн "Тăван кил ăшши" калавĕ вырăн тупрĕ. Ку хайлав питĕ сисĕмлĕ, чуна пырса тивет.

Çавăн пекех эсир Пăва районĕнче çуралса ÿснĕ сăвăçсен пултарулăхĕпе те паллашма пултаратăр. Кăларăма Николай Зиминăн, Михаил Ложниковăн, Валериан Ашкеровăн, Анатолий Малышевăн, Николай Дворовăн сăввисем кĕнĕ.

Паянхи кун республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсене "диаспора" сăмахпа чĕнесси йăлана кĕчĕ.

Кăçалхи çыравччен Тутарстанра 100 пин ытла чăваш пурăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ Пăва районĕнче тĕпленнĕ. Çак тăрăх мĕн авалтан паллă ăсчахсемпе, чаплă çыравçăсемпе, юрăçсемпе тата ытти пултаруллă çынсемпе пуян. Хальхи вăхăтра та пуçаруллă Тахăръял чăвашĕсем.

Михаил Хĕветке таврапĕлÿçĕ "Пурнăç тĕвви – Тăхăръял" статьяра "диаспора" сăмаха урăхларах ăнлантарса панă. Хайлавра автор Тăхаръял тăрăхĕн историйĕ, халăхĕ, культурин аталанăвĕ, унтан тухнă паллă чăваш çыннисем пирки чарăнса тăнă.

Пăва тăрăхĕнчи Элшел шкулĕ кăçал 125 çул тултарнă. Унăн пархатарлă та мухтавлă кун-çулне Тутар Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ "Элшел шкулĕ - çыравçăсен вучахĕ" статьяра уçса панă. "Кунта ăс пухнă чылай вĕренекен паянхи кун Тутарстанра çеç мар, çĕршывĕпех палăрнă. Чăваш литературишĕн те Элшел шкулĕн пĕлтерĕшĕ пысăк, çыравçăсен чăн-чăн вучахĕ теме юрать ăна. Валентин Урдаш, Николай Дедушкин, Нелли Петровская, Антал Назул, Владимир Чебоксаров, Роман Чепунов, Николай Симунов, Галина Кĕмĕл, Николай Дворов, Валериан Ашкеров тата ытти хальхи вăхăтра тухăçлă ĕçлекен чылай çыравçă Турă хăйсене панă тивлете кунта туйса илсе тăван сăмахлăхăн аслă тĕнчине çул хывнă", - тесе палăртать вĕрентекен.

Кăларăмра Анатолий Ырьят çыравçăн "Арçын куççулĕ" хайлавĕ кун çути курчĕ. Унта çемьери лару-тăрăва, аслисемпе кĕçĕннисен хутшăнăвне сăнласа панă.

Тутар Республикинчи Пăвари ветеринари техникумĕ çинчен пĕтĕм Раççейĕпех пĕлеççĕ. Çитес çул техникум 80 çул тултарать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе А. Тимофеев хатĕрленĕ "Ĕç специальноçĕ те, аслă пĕлÿ те илме пулать" статьяра вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçи педагогика наукисен кандидачĕ, Тутар Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ тата Раççей Федерацийĕн вăтам професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Вагиз Сагитович Сунгатов паллаштарать.

Унсăр пуçне номерте вулакансен "Пăвари машинăсем тăвакан завод" яваплă пĕрлешÿ çинчен вуласа пĕлме май пур.

"Хама хам çаратрăм", "Хуняма мыскари" ятлă тепĕр çыравçăн хайлавсем. Вĕсене Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕсен членĕ Роман Чепунов хайланă. Унăн ĕçĕсем Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçат-журналта тăтăшах кун çути кураççĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче вăл ытларах ял пурнăçне, унта пулса иртекен пулăмсем çинчен ăшă кăмăлпа çырса кăтартать.

Иртнĕ кăларăмра Владимир Чебоксаровăн "Ентеш. Юлташ. Хурăнташ" аса илÿ очеркĕ пичетленнĕччĕ. Хальхинче унăн вĕçĕ тухрĕ.

Çыравçă Валентин Урташпа çыхăннă самантсене шурă хут çине куçарнă. Хайлава вуласан эпир Урташ анлă тавра курăмлă, ырă кăмăллă çын пулнине пĕлетпĕр.

А. Сурковăн "Чун юрлать" статйинче Чăваш академи драма театрĕн артисткин Надежда Зубкован пултарулăхне кăтартса панă. Вăл юрă ăсти, чылай спектакльте вылять, тĕп сăнарсене калăплать. Çавăнпа та ăна халăх питĕ кăмăллать. Журналăн хуплашки çинче вулакансем шăпах унăн репертуарĕнчи "Шурă юр" юррипе паллашĕç.

Эпир асăннă хайлавсене эсир хапăлласа йышăнасса, вĕсенче чуна хумхантаракан чылай ыйту çине хурав тупма пултарасса шанатпăр.

"Тăван Атăлпа" "Сунтал" журналсенче пичетленнĕ статьясем культурăпа çутĕç ĕçченĕсемшĕн, тĕпчевçĕсемшĕн, тăван йăла-йĕркепе кăсăкланакан вулакансемшĕн та усăллă пулĕç.

 

Журналсене "Чăваш кĕнеке" центрăн библиотекарĕ Елена Николаева пăхса тухнă.