Библиотека в социальных сетях |
|
|
|
|
|
Новые краеведческие издания - 4/2011
Чăваш Республикин Наци библиотекин фончĕ уйăхсерен çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлансах пырать. Паян эпир сире юлашки вăхăтра пирĕн пата килнĕ кĕнекесемпе паллашма сĕнесшĕн.
| Золотов, Виталий Арсентьевич. Юратупа ырату : ["Шанчăклăх" повеçĕн сыпăкĕсем] / Виталий Золотов. – Санкт-Петербург : [б. и.], 2010. – 36 с., [2] л. ил. : портр., фот. Золотов Виталий Арсентьевич – отставкăри пĕрремĕш рангри капитан, доцент, тинĕс – çар наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Кĕнекене автобиографиллĕ "Шанчăклăх" ятлă повеçĕн сыпăкĕсене кĕртнĕ. Ăна автор юратнă мăшăрне Раиса Дмитриевнăна халалланă. Повеçре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче Севастополь хулинче тăватă çамрăк тĕл пулса паллашаççĕ, çывăхланса туслашаççĕ. Андрейпа Александр герой хулари тинĕс – çар аслă училищинче вĕренекен курсантсем. Верăпа Вика – техникум студенткисем. Училище пĕтернĕ тĕле Александрпа Вера мăшăрланаççĕ, Вика ашшĕпе амăшĕ хирĕç пулнăран Андрея качча тухаймасть. "Шанчаклăх" повеçре тĕп геройăн, Андрей Высотинăн, çирĕм çул хушшинчи ĕçĕ – хĕлне, пурнăçне, юрату илемĕпе вăйне, тунсăхпа чун ыратăвне çырса кăтартать автор. Кĕнеке тĕрлĕ çулсенчи сăн ÿкерчĕксемпе пуян. | | | | Чебанов, Анатолий Сафронович. Ылтăн çăлтăр кавалерĕ : повесть / Анатолий Чебанов. – Ульяновск : [б. и.], 2010 (ИПЦ "Гарт"). – 173 с. : ил., портр. Чăвашсен паллă писателĕ Анатолий Чебанов хăйĕн "Ылтăн Çăлтăр кавалерĕ" повеçне 1940-1967–мĕш çулсенче Тутарстанри Çĕнĕ Упи ялĕнчи Чапаев ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕнче ĕçленĕ Лазарь Васильевич Дергунова (1907–1973) халалланă. Повеçри ĕçсем вăрçă хыççăнхи çулсенче пулса иртеççĕ. Шăпах çав çулсенче юхăннă ял хуçалăхне çĕклес тĕлĕшпе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн Лазарь Васильевич Дергунов Социализмлă Ĕç Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Çĕршыв умĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ, "Хисеп палли" орденĕсемпе тата тăватă медаль парса чысланă. Повеçре шухăшласа кăларнă пĕр персонаж та çук. Колхозниксен вăрçă хыççăнхи хастарлăхне автор питех те ĕненмелле çырса кăтартать. Куç умне ун чухнехи ял пурнăçĕ чĕррĕн тухса тăрать. Лазарь Васильевич чăннипех те мал ĕмĕтлĕ, çирĕп тĕллевлĕ, çине тăрса ĕçлекен, теветкеллĕ ертÿçĕ пулнă. Вăл хăй ĕçне тÿресене юраса ăнтарма тăрăшман. Çавăнпа ун тĕлне пăтăрмахсем те сахал мар тупăнсах пынă. Анчах та хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пыни ăна çав тумхахсене ăнăçлăн сирсе пыма пулăшнă. Вăл яланах пĕрлехи ĕçе мала хунă, пурнăçра сăпайлăскер хăйне пăхăнса тăракансенчен те çирĕп ыйтнă: ĕçченсене хавхалантарнă, кахалсене явап тыттарнă. Çапла вара колхозри ĕç дисциплинине çирĕп тытса пыма пултарнă. Унăн кун – çулĕ, ĕç мелĕсем çĕнĕ ăрури ял ĕçченĕсемшĕн те паха тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ку повесть – документлă хайлав. Çĕнĕ Упи çыннисемшĕн ял историйĕн пулăмĕ. Кĕнекере тĕрлĕ çулсенчи сăн ÿкерчĕксем пур. | | | | Ярандай, Розин. Кĕмĕл сулăллă сехет : детективлă повеçсемпе калав : [аслă çулхи шкул ачисем валли] / Розин Ярандай. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. – 299, [2] с. : ил., портр. Розин Ярандай (Розин Степанович Ярандайкин) – юрист, çыравçă, журналист, юридици наукисен докторĕ. Унăн паллăрах кĕнекисем: "Йĕрсем çухалмаççĕ" (1990), "Сăпса йăви" (1999), "Юратнă çын"(2003) т. ыт. те. Ку кĕнекене авторăн малтанхи çулсенче пичетленнĕ детективлă повеçĕсемпе Яркин адвокат ĕçĕ-хĕлне уçса паракан çĕнĕ хайлавсем кĕнĕ. Кирек мĕнле пăтрашуллă преступление те вăл следовательпе пĕрле тĕпчесе пĕлет, вăрă-хураха тăрă шыв çине кăларать. | | | | Григорьев, Николай Григорьевич. Юрату çулăмĕ : пьесăсем, [юрăпа сăвăсем] / Николай Григорьев ; [худож. В. И. Агеев]. – Чебоксары : [ЧГИГН], 2010. – 135 с. : ил., портр. – Автор çинчен калани пур. Николай Григорьевич Григорьев медицина наукисен докторĕ. 2000 çултан пуçласа вăл литература хайлавĕсем çырать. Çак вăхăтра унăн 17 кĕнеке тухнă. Унăн çĕнĕ "Юрату çулăмĕ" кĕнекинче "Инкеклĕ телей", "Мĕн çитмест – ши пирĕн пурнăçра" пьесисем тата "Юрату хĕлхемĕ" юрăпа сăвăсем пичетленнĕ. "Инкеклĕ телей" пьесăра СССР халăх врачĕн, медицина наукисен докторĕн, Канаш районĕнче нумай çул хушши тĕп врач тата хирург пулса ĕçленĕ Григорьев Фирс Григорьевичăн 1932–1945 çулсенче Шăхаль ялĕнчи тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи кун – çулне сăнланă. | | | | Сунтал, Михаил. Кĕвĕллĕ уçă : [сăвăсем] / Михаил Сунтал. – Шупашкар : [б. и.], 2011. – 374 с. Кĕнекене кун-çул тăршшинче çырнă сăвăсене кĕртнĕ. Вăл пиллĕк пайран тăрать: "Ачалăх сукмакĕсенче" ача чухнехи кунсене аса илсе çырнă. Хăйне мĕн тĕлĕнтернине автор "Çутă çанталăкра" çутатса пама тăрăшнă. "Юрату тăхрисенче" вара юрату мĕнле аталанса пынине çырса панă. "Чăваш пурнăçĕ" сыпăкра чăваш çынни тата халăхĕ мĕнле пурăннине сăнласа пама пултарнă. "Эпĕ – кам?" пайра вара автор хăй кам пулнине тавçăрса илес тесе хăйĕн умне ыйту лартса хуравне шыраса тупма тăрăшнă. "Пил панисенче" автор чăвашсене пил паракансене сăмах панă. | | | | Яккусен, Петĕр. Кĕмĕл кимĕ : [сăвăсем] / Петĕр Яккусен ; [Н. Ильина пухса хатĕрленĕ тата ум сăмахне çырнă]. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2010. – 351 с. : портр. Петĕр Яккусен – чăваш поэчĕ, чĕлхеçи тата куçаруçи. Кĕнекене авторăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисене кĕртнĕ, ăна хăйне евĕрлĕ "Суйласа илнисем" теме пулать. Çакăнта Петĕр Яккусен пултарулăхне кăмăллакансем "Тăм тăвайкки вăййисем" (1985 ç.), "Уй варринче" (1987 ç.), "Юман чĕлхи"(1990 ç.), "Çавра кÿлĕ" (1993 ç), "Çĕн уйăх çути" (2009 ç.) кĕнекесенчи сăввисемпе паллашма пултараççĕ. |
|
|
|
|