ЖУРНАЛ "Таван Атал" (2009/6)

Хисеплĕ вулакан!

Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн 2009-мĕш çулхи 6-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Тăван Атăл журналăн 2009 çулхи 6-мĕш номерĕнче пичетленнĕ материалсем:

-проза:

-Юхма Мишши. Атăл шывĕ юхса тăрать. Роман.

-Виктор Рсай. Уçă хапха. Калав.

-Сергей Павлов-Вэскер. Шуйттан сукмакĕ. Калав.

-поэзи:

- Федор Муратов. Пĕрле утма эп ĕмĕтленнĕ

-Зоя Сывлăмпи. Кун-çул тивлечĕ

-самана тата çыравçă:

-Георгий Федоров. Илемлĕ сăнарлăх тымарĕсемпе хунавĕсем

-еткерлĕх:

-Никифор Мранькка. Юлташла критика çак-и?

-Валерий Алексин. Сироткина Мранькка романĕ килĕшмен. Мĕншĕн?

-ял театрĕ:

-Илья Васильев. Çĕнĕ Балда. Пĕр пайлă мыскара

-Раççейри литература пурнăçĕ:

-О. Переверзев. Хамăр пуçарулăхпа çеç…

-çĕнĕ юрă:

-Анатолий Кибеч. Мухтав юрри

-чăваш поэзийĕн анталогийĕ

Номерĕн малтанхи страницисенчех филологи ăслăлăхĕсен докторĕн Георгий Федоровăн "Илемлĕ сăнарлăх тымарĕсемпе хунавĕсем" статйипе паллашма пулать. Статьяра автор 2008-мĕш çулхи прозăна, унăн умĕнхи тата малашнехи туртăмĕсене тишкерсе кăтартнă.

Кунтах вулакан Юхма Мишшин "Атăл шывĕ юхса тăрать" романĕн юлашки пайĕпе паллашма пултарать. Пуçламăшĕ 5-мĕш номерте пичетленсе тухнă.

Журналăн çак номерĕнчех Федор Муратовăн "Пĕрле утма эп ĕмĕтленнĕ" сăвăсен ярăмĕ пичетленсе тухнă. Унсăр пуçне, çакăнтах Герман Желтухин Федор Федорович Муратов пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарать.

Номере хатĕрлекенсем Виктор Рсайăн "Уçă хапха" калавне пичетленĕ. Калаври тĕп геройсем: Никантăр Иванч, Кĕркури, Кирле пичче.
Калава автор 1927 çулта çырнă. Ĕç-пуç шăпах та çак йывăр вăхăтсенче пулса иртет. Выçлăх, йывăр самана, çынсен хушшинчи курайманлăх, кĕвĕçÿ темисене хускатнă автор.

Зоя Сывлăмпи пултарулăхĕпе те паллашма пултраççĕ вулакансем. Журналăн хальхи номерĕнче унăн "Кун-çул тивлечĕ" сăвăсен ярăмĕ пичетленсе тухнă. Ярăма "Кунĕпех çут çанталăк йĕрет", "Тĕл пулу саманчĕ", "Пухатăп сăвă шăрçине", "Çавра çил халь – манăн чунăмра", "Кайăк евĕр вĕçес ĕмĕтпе", "Тек илмĕп эп аса", "Хĕл мучи", "Ах, кама-ши кĕтсе", "Ан ман мана", "Тивлетĕм", "Çуралнă ял", "Чĕрÿнте сан – эп анчах", "Илемлĕ шăрçа аллăмра" сăвăсем кĕртнĕ.

Вулакансем çавăн пекех Сергей Павлов-Вэскер çырнă "Шуйттан сукмакĕ" калавĕпе паллашма пултараççĕ.
Калаври тĕп геройсем: Федя Круглов, Лида – унăн арăмĕ, Фаина – Федьăн çамрăк чухнехи савнийĕ, Миша – Фаинăн упăшки.
Мĕн патне илсе çитерме пултарать-ха шÿтпе пуçланнă кун? Çак ыйту çине никам та хурав пама пултараймасть. Хăй аллипе хăй ют çын пурнăçне татма пултарасси пирки шутлама хăйайнă-ши Федя Круглов? Çук паллах. Хăнăхнă çултан кăшт çеç пăрăнма пăхрĕ те …

Никифор Мранька "Юлташла критика çакă-и?" статьяра вара хăйĕн 1961 çулхи раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенче пичетленсе тухнă "Ĕмĕр сакки сарлака" романăн виççĕмĕш кĕнекине вулакансем хăйсене май ăнланса хак пани пирки çырса кăтартать. Уйрăмах автора М. Я. Сироткин профессорăн "Тăван Атăл" журналăн 2 номерĕнче пичетленсе тухнă статйи хумхантарса янă. Сироткин шучĕпе, виççĕмĕш кĕнеке ниме юрăхсăр япала кăна, унта пĕр ырă сăнар та çук тата вăл кĕнеке историлле чăнлăха хирĕç пыракан шухăшлă иккен. Мранька кун пек шухăшпа килĕшмест. Хăйĕн сăмахне тем пекех вулакансем патне çитерес килнĕ унăн. Вулакансемшĕн çак статья кăсăклă пулĕ. Мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче çак статьяна пичетлеме ирĕк паман.

"Юлташла критика çакă-и?" - статья юлашки вăхăтра тупăннă материалсенчен чи пĕлтерĕшли тесе хаклать хăйĕн "Сироткина Мранька романĕ килĕшмен. Мĕншĕн?" статйинче Валерий Алексин журналист. Ӑна автор "Тăван Атăл" журналăн иртнĕ номерĕсенче Никифор Мранькан "Ĕмĕр сакки сарлака" романăн улттăмĕш кĕнеки пичетленсе пынă май çырса кăларнă.
Раççейри литература пурнăçĕпе кăсăкланакансемшĕн Олег Переверзев çырнă "Хамăр пуçарулăхпа çеç…" статья паха пулĕ. Унта автор Ивановăри писательсен организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, организаци умĕнче тухса тăракан тĕрлĕ йывăрлăхсем çинчен çырса кăтартать.
Çавăн пекех номере Чăваш поэзийĕн антологийĕн VIII пайне кĕртнĕ. Унта Ираида Петрова (Нарс), Александр Алка, Иван Вашки, Георгий Орлов, Ваçлей Давыдов-Анатри, Александр Каттай, Михаил Захаров, Александр Тимбай, Григорий Кели поэтсен пултарулăхĕпе паллашма пулать.

Информацине хатĕрлекенĕ
"Чăваш кĕнеки" центрĕн библиографĕ
Т.В. Выйгетова