Алексеева Ираида Николаевна
Заявка участницы проекта
«ТАЛАНТЫ ЖЕНЩИНЫ НЕ ВЕДАЮТ ГРАНИЦ»
| - Алексеева Ираида Николаевна
- 48 лет
- д.Нижние Бюртли-Шигали Комсомольского района ЧР
- МБОУ «Шераутская СОШ» Комсомольского района Чувашской Республики, библиотекарь
- Выращивание садовых и комнатных цветов, шитье, вышивка, вязание, бисероплетение. Самоучка
- С детства
- Замужем, вместе с мужем воспитали 3 детей. Постоянно участвую в различных конкурсах декоративно-прикладного искусства. Имею благодарность за подготовку победителя районного этапа Всероссийского конкурса на знание истории государственной символики России среди обучающихся в номинации «Декоративно-прикладное искусство», благодарность Министерства культуры, по делам национальностей архивного дела ЧР за активное участие в выставочной деятельности Чувашского республиканского Дома народного творчества.
|
Турă парнеленĕ талант
Ҫын илеме юратни алă ĕçĕсенче паллă. Ал ĕçне тума анне пĕчĕкренех вĕрентнĕ. Малтанах пĕчĕкрех тĕрĕсенчен, пукане валли кĕпесем ăсталассинчен пуçланнă.
Ҫулсеренех Чăваш кĕнеке издательстви вулакансем валли çирĕме яхăн кĕнеке пичетлесе кăларать. Шкулти библиотекăра ĕçленĕ май, вĕсенчен чылайăшне вуласа тухма вăхăт тупатăпах. Хаçат-журналсăр вара – алăсăр-урасăр пекех. Ытларах чечексем çинчен çырнă статьясем килĕшеççĕ. Мĕншĕн тесен çеçке лартса ẏстересси – манăн чун киленĕçĕ.
Пушă вăхăтра çĕвĕ машини алăран каймасть те темелле. Костюм, юбка, блузка, тĕрлĕ кĕпесем хама валли хамах çĕлесе тăхăнатăп. Тĕрлĕрен япала çыхма, хитре чечексем тĕрлеме кам юратмĕ-ха тата?
Алексеев А.И. ертсе пыракан Йẏç Шăхаль клубĕ çумĕнчи «Шăхаль» эстрада ушкăнне çẏреме те вăхăт тупатăп. Кама килĕшмест пулĕ илемлĕ чăваш тĕрриллĕ кĕпесемпе сцена çине тухса юрлама? Вунă çынран тăракан эстрада ушкăнĕ эпĕ çĕлесе тĕрленĕ тумсене тăхăнса сцена çине тухсан чун савăнать.
Вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме тата хушпу ăсталама вара пĕр – икĕ уйăх каялла кăна тытăнсан та - икĕ хушпу тума та ĕлкĕртĕм. Чăваш халăхĕн авалхи ĕçĕсен вăрттăнлăхне тупма Йẏç Шăхаль клубĕн ертẏçи Людмила Козлова вĕрентрĕ.
Пур-ши манăн пушă вăхăт? Мĕн тытатăп – пурнăçланать, пĕлмесен - вĕренетĕп.