05 | 05 | 2024

Юрий Артемьев – 75-ре

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Наци библиотекинче Чӑваш енри паллӑ критик, литературовед, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртрӗ. Юрий Михайловича чунтан-чӗререн саламлама унӑн тус-юлташӗсем, вӗренекенӗсем, ентешӗсем, ӗҫтешӗсем йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Чи малтанах «Чӑваш кӗнеки» центрӗн ертӳҫи Галина Соловьева пухӑннисене кӗскен тӗпчевҫӗн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ: Юрий Артемьев – канашсем, вӑл Сиккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1969 ҫулта Хусан патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, каярах Мускавра Тӗнче литературин Горький ячӗллӗ институчӗн аспирантурипе докторантуринче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ, 30 ҫул ытла И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хурать. Юрий Михайлович 300 ытла статья, нумай кӗнеке авторӗ. «Этем тивӗҫӗ», «Ирӗк шухӑшсем», «Ӗмӗр пуҫламӑшӗ», «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр», «Шӑпа карчӗсем» тата ытти паллӑ кӗнекесем вулакансемшӗн ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пулса тӑчӗҫ, уйрӑмах студентсем питӗ анлӑ усӑ кураҫҫӗ тӗпчевҫӗ ӗҫӗсемпе. «Константин Иванов. Жизнь, судьба, бессмертие» кӗнекешӗн вара 2015 ҫулта Юрий Михайлович Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Юрий Артемьев вӗренекенӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова тата И.Я. Яковлев ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн вӗрентӳҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев литературоведӑн пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗн уҫса пачӗҫ, тӗпчевҫӗн стилӗ тарӑн та чӗрӗ пулнине палӑртрӗҫ. «Юрий Михайлович вӑл – универсаллӑ ҫын, музыкӑпа та кӑсӑкланать, искусствоведени ыйтӑвӗсене те тишкерет», – пӗлтерчӗ Вера Витальевна. Александр Иванович вара юлташӗн ӗҫӗсене ҫӳллӗ шая хурса хакларӗ: «Вӗсенче пысӑк профессионаллӑх, философилле тӗнчекурӑм, теори тарӑнлӑхӗ пурри сисӗнет. Юрий Михайлович тӑван халӑхшӑн, литературӑпа ӳнершӗн ҫунса пурӑнать, вӑл пӗтӗм тӗрӗк литературоведенийӗшӗн, Атӑлпа Урал, Раҫҫей, СНГ литературоведенийӗшӗн паллӑ ят».

Уявра пирӗн паллӑ литература критикӗсем, тӗпчевҫӗсем нумайӑн пулчӗҫ: Атнер Хусанкай , Виталий Станьял , Юрий Яковлев, Виталий Родионов, Виталий Сергеев… Кашниех Юрий Артемьева ӑшӑ сӑмахсем каласа саламларӗҫ, пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑтсене аса илчӗҫ. «Пирӗн университет критики пур тата пур чӗрӗ критика. Юрий Михайлович вара шӑп та лӑп чӗрӗ критикӑна аталантарчӗ. Унӑн сӑмахӗ яланах ытарлӑ, ирониллӗ, чӗлхи сӑнарлӑ», - палӑртрӗ Виталий Родионов профессор.

Чӑваш ҫыравҫисем те ҫавра сӗтел ӗҫӗнче хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Борис Чиндыков, Арсений Тарасов, Лидия Филиппова, Марина Карягина, Валери Туркай тӗпчӗвҫӗн пултарулӑхне «тарӑн, анлӑ, ҫӳллӗ» тесе хак пачӗҫ, чӑвашлӑхшӑн ырми-канми ҫуннишӗн тав турӗҫ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ячӗпе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Кириллова ӑшӑ салам илсе ҫитерчӗ.

Уява вӗҫлесе пынӑ май кӗреке хуҫи хӑйӗн чунне ыраттаракан шухӑшӗсене пӗлтерчӗ, тӗпчевҫӗсен, ҫыравҫӑсен ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма, диалог валли пӗрле пухӑнмалли вырӑн ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗ. Ялан сӑпайлӑ Юрий Артемьев хальхинче те хӑйне ырланине-мухтанине пит йышӑнасшанах пулмарӗ. «Кашнин хӑйӗн мӗн тума пултарнине тумалла», - терӗ вӑл ҫавра сӗтел ӗҫне пӗтӗмлетсе.

Произведения Ю. Артемьева читать >>> 

 

Информацие чӑваш наци литературипе

библиографии пайӗн ӗҫченӗ

Ольга Тимофеева хатӗрленӗ

Тел. 23-02-17 (хуш. 147)