П. Хусанкай


               

               

              Thesaurus

              linguae schuvaschorum
               

              Н. И. Ашмарина асӑнса
               

              Чиновниксем, ним вырӑнне хумасӑр,

              Пире куҫран хӑртса виртленӗ чух,

              "Час сирӗн чӗлхӗре те тӗп ӑаватпӑр!"

              Тесе чӗремӗре витернӗ чух,

              Вӗреннӗ вырӑс пур усал вӑя

              Мухтавлӑ ырӑ ӗҫӗпе питленӗ:

              Чӑваш чӗлхи илемлӗ те пуян –

               

              Thesaurus linguae tschuvaschоrum, тенӗ.

              ҫапла ят хунӑ латинла вӑл хайӗн

              Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине.

              Ҫав кӗнеке – ун пурӑнӑсӗ, вайӗ.

              Вӑл каҫрӗ пур патшалӑх чиккине.

               

              Ҫапла чун кӗртнӗ тӗттӗм тӗрмере

              Российӑн ҫутӑ ӑсӗсем пире.

 

 

Хусанкай, П. Thesaurus linguae Tschuvaschоrum : Н. И. Ашмарина асăнса : [сăвă] / П. Хусанкай // Хыпар. – 1995. – 27 юпа. – ("Хыпар" кĕнеки ; 17 №).