Ют ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем

Гомбоц (Gombocz) Золтан (18.06.1877-1935)

Венгр тӗпчевҫи, тюрколог.

Венгрире, Шопрон хулинче ҫуралнӑ. Будапешт университетӗнчи венгр тата француз филологи факультечӗсенче ӑс пухнӑ. 1906 ҫултанпа Будапешт университетӗнче пӗтӗмӗшле фонетика енӗпе приват-доцент, 1908-1910 ҫулсенче француз филологине вӗрентес енӗпе ӗҫленӗ.
1914-1921 ҫулсенче Коложвар университетӗнче уралпа алтай танлаштаруллӑ чӗлхе пӗлӗвӗн кафедринче вӑй хунӑ, 1921-мӗш ҫултанпа Будапешт университетӗнче венгр чӗлхе пӗлӗвӗпе лекцисем вуланӑ, 1927-мӗш ҫултанпа Ётвёш колледжӗн директорӗ пулнӑ. 1933 ҫ. Венгри ӑслӑлӑх академин 1-мӗш уйрӑмӗн президенчӗ пулса тӑнӑ.
Золтан Гомбоцӑн наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсем урал–алтай чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ. Алтаистика пӗлтерӗшлӗ тӗп ӗҫсемсӗр пуҫне чӑваш чӗлхине халалласа ятарлӑ ӗҫсем те ҫырнӑ. Вӗсен шутӗнче «Чувашский презенс–футурм» статья. «Булгарско–тюркские заимствования в венгерском языке» ӗҫӗпе усӑ курса чӑвашла–венгрла словарь хатӗрлесе кӑларнӑ.

Уйрӑм кӑларӑмӗсем
  • Die bulgarisch-türkischen Lehnwörter in der ungarischen Sprache. Helsingfors, 1912.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ
  • Федотов М.Р. Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем / М.Р. Федотов // Тӑван Атӑл. 1994. № 8. С. 52–69. Содерж.: [Золтан Гомбоц: (1877–1935)]. C. 65.

каялла