Чӑваш Енӗн ҫыруллӑ культури

«Чӗлхе – нацин тӗп паллисенчен пӗри, унӑн ӑс-тӑн пуянлӑхӗ. Вӑл ҫынсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма, ӑнланма пулӑшакан хатӗр».

А. А. Алексеев, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи

                 Тӑван чӗлхе

Эп, радиопа атом ӗмӗрне те
Ҫитсе кӗмешкӗн ӗлкӗрнӗ этем,
Чӗлхе тӑванлӑхне курасчӗ тетӗп:
Пӗрне-пӗри ӑнланччӑр халӑхсем.
Философӑн, поэтӑн е ҫулпуҫӑн
Сӑмахӗ ҫиттӗр пур илемӗпе,
Пур вӑйӗпе ҫиҫсе вылятӑр уҫҫӑн –
Хӗвел пек, ҫил пек, ҫумӑр пек, – теп эп.
Ҫапах та – халлӗхе мӗн паллаштарчӗ
Мана ҫак ешӗл курӑкпа, ҫӗрпе?
Ҫак пӗлӗт ҫӳллӗшне мӗн ӑнлантарчӗ? –
Тӑван чӗлхе! Ҫав пулчӗ тӗкӗр пек.
Килте, ютра-и эп – кирек ӑҫта та,
Кирек хӑҫан та тав тӑвап ӑна:
Чӗлхем! Санпа тӗнче уҫҫи тытатӑп,
Шухӑшлама вӗрентрӗн эс мана.

П. Хусанкай

Хусанкай, П. Тӑван чӗлхе = Родной язык // Хусанкай, П.П. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр! = Были мы, и есть, и будем / П.П. Хусанкай. – Шупашкар, 1982. – С. 242-243.