«Несӗлсемпе паянхи тата пуласлӑхри ӑрӑва тӑван сӑмах ҫыхӑнтарса тӑрать. Ӗмӗртен ӗмӗре, саманаран саманана пуянланса, тасалса пырса, чӗлхе халӑхӑн пурнӑҫне малалла тӑсать, ӑна вилӗмсӗр тӑвать. Ҫак аталанура шухӑшлавпа чӗлхе, чӗлхепе ҫырулӑх пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ».
А. А. Трофимов, искусствоведени докторӗ, профессор