«Х. Уяр: Проза ӑстин пурнӑҫӗпе ӑраскалӗ»
 
Ҫыравҫӑ кун-ҫулӗ

Автобиографи >>>

Уяр Хведер (Афанасьев Федор Eрмилович) (1914-2000)

1914 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Самар облаҫӗн Исаклӑ районӗнчи Сухари-Матак ялӗнче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Самар хулинчи икӗ сыпӑклӑ шкулта, Хабаровскри педагогика техникумӗнче, Благовещенск хулинчи тата Шупашкарти педагогика институчӗсенче вӗреннӗ. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пуҫламӑш шкулта, Красноармейски, Ҫӗрпӳ районӗсенчи вӑтам шкулсенче ачасене вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ, Чӑвашрадиокомитетӗнче литература сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ.

1942 ҫул пуҫламӑшӗнче фронта кайнӑ. Брянск тата Воронеж фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Аманнӑ. Ҫапӑҫусенче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна III степеньлӗ Мухтав орденӗ тата икӗ медаль парса чысланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн «Капкӑн» журнал редакцийӗн литература пайӗн заведующийӗ, Кӗнеке палатин директорӗ пулса ӗҫленӗ.

Проза тата очерк жанрӗсемпе ҫырнӑ, куҫаруҫӑ. Литература ӗҫне XX ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче тытӑннӑ. Унӑн пултарӑвӗнче чи тарӑнрах палӑрнӑ пулӑм вӑл – этем чунӗнчи хусканусене тишкерӳ майӗпе тӗпченни. «Таната» роман – ҫыравҫӑн уйрӑмах паллӑ хайлавӗсенчен пӗри. Ку романра автор 1842 ҫулта чӑваш ҫӗрӗнче пулса иртнӗ хресченсен пӑлхавне анлӑн сӑнласа кӑтартнӑ.

Проза ӑсти литературӑри аслӑ юлташӗсене И. Мучие, И. Тӑхтине, Ҫ. Элкере, Л. Агакова тата ыттисене аса илсе 40 яхӑн кӗнекесемпе статьясем ҫырнӑ. Иван Мучипе пӗрле «Русские писатели о чувашах» (1945) кӗнеке тата «Чувашская литература дооктябрьского периода» (1946) хрестомати хатӗрленӗ.

РСФСР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе чысланӑ, ӑна «ЧАССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ятсем панӑ.

Тӗп кӑларӑмсем: «Сукмак», «Виҫӗ кун, виҫӗ каҫ», «Шурча таврашӗнче», «Таната», «Ҫул кӗнеки», «Кӗрхи ҫумӑр», «Дороги дальние», «Одно слово» т. ыт. те.

2000 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.