Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Орлов Арсен Петрович
Орлов Арсен Петрович
(1918-1941)

1918 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Çичĕпÿрт ялĕнче çуралнă. 1929 çулта пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, 1929-1932 çулсенче колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Вуникĕ çулта чухнех "Пионер сасси" хаçатра "Субботник" ятлă сăвă пичетлесе каларнă, сăвă айне "Н. Çеçке" тесе алă пуснă.

1932 çулта кĕркунне Нурăсри (хальхи Калининăри) сăрт-тупа хими техникумне вĕренме кайнă, кĕçех техникум хупăннă пирки унăн урăх шкула куçма тивнĕ. 1933 çулта вăл Сĕнтĕрварринчи вăрман ĕç техникине вĕрентекен уйрăма пĕтернĕ пирки Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ университета вĕренме куçса кайнă, кĕçех Хусанти университета куçнă, вăрçă пуçланнă çул вĕренсе тухнă. Çав çулах Шупашкарта Чăваш кĕнеке издательствинче учебниксен редакторĕ пулса ĕçлеме тытăннă.

1941 çулхи май уйăхĕнче ăна çара илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех вăл çапăçу хирне лекнĕ, взвод командирĕ пулнă, салтаксене хăй хыççăн темиçе хут та хаяр çапăçăва илсе тухнă.

1941 çулхи кĕркунне Минск хули патĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Паллă хайлавĕсене "Сăвăсем", "Юлашки юн тумламĕччен", "Сердце, пробитое пулей" ятлă сăвăсемпе калавсен пуххисенче пичетлесе кăларнă.