Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Орлов Арсен Петрович
Арсен Орлов

Хĕвеланăç çилĕсем

Сыпăк

Кĕрен хĕвеланăç
Пачах лăпкă мар –
Унтан çул тытаççĕ
Çилсем тĕнче тăрăх.
Вĕçеççĕ, çитеççĕ,
Пуçлаç улама –
Мĕн чул унта хурлăх,
Мĕн чул унта тарăх.

Итлеп çилсене –
Вăрçă шавĕ янрать,
Тĕнче ахлатать,
Тарăхать ĕççыннийĕ.
Итлеп çилсене –
Çилĕ ÿсрĕ манра.
Хăçан вăрçăсен вăрçи
Хăй пуçне çийĕ?

Хăçан юлашки хут
Кĕрслетĕ пăшал?
Хăçан юлашки
Юнĕçен персе анĕ?
Пуçланĕ вара
Лăпкă ир,
Тăтăшах
Тÿлек чечекленĕ
Вăрманĕ, çаранĕ.

Никам та астумĕ
"Тăшман" сăмаха,
Çынсем тăванланĕç,
Туслашĕ пур халăх.
Нихçан тĕксĕмленмĕ
Çут пурнăç-ахах,
Ялан ялкăшса
Тăрĕ вăл савăнмалăх!

Итлеп çилсене –
Çитрĕ вăхăт-эрне...
Пĕрре
Кив тĕнче хăй çăвин
Шăтăкне сикес умĕн
Хăтланать халь пÿлме
Çĕн тĕнче çул-йĕрне.
Ман утмашкăн тивет
Хăруш вилĕм çумĕн.

Вăрçăсен вăрçинче
Тăшмана аркатса,
Мухтавпа витĕнсе
Хĕрлĕ Çар кăна тухĕ.
Çавăнпа эп паян
Чĕререн юратса
Хĕрлĕ Çар ретне тăтăм
Хаваслă та хÿхĕм.

Орлов, А. Хĕвеланăç çилĕсем : [сăвă] / Арсен Орлов // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 27-28.