Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Ястран (Григорьев) Максим Григорьевич
Ястран (Григорьев) Максим Григорьевич
(1916-1942)

1916 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Элĕк районне кĕрекен Вăрманкас Юнтапара çуралнă. Ассакассинчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1932-1935 çулсенче Шупашкарти медицина рабфакĕнче вĕреннĕ. 1(36-1939 çулсенче çыравçă "Пионер сассипе" "Çамрăк большевик" хаçатсен тата "Хатĕр пул" журнал редакцийĕсенче, 1940-1941 çулсенче республикăри Халăх пултарулăх çуртĕнче ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Мускаври А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан "Чăваш коммуни" хаçат редакцийĕн районсене тухса çÿрекен корреспонденчĕ пулса тăнă. 1942 çул пуçламăшĕнче фронта кайнă.

Лирик, хăйĕн чылай сăввисенче тăван тавралăх илемне сăнласа парать. "Ирĕклĕ уяв", "Сазандар", "Юрисланпа Салавата асăнса", "Персик йывăçĕ", "Горец юррисенчен" сăвăсенчи лирикăллă герой халăхсем хушшинчи туслăх çултан-çул тĕрекленсе пынăшăн чун-чĕререн савăнать. "Шăнкрав юрлать", "Пахчари калаçу", "Пирĕн аттен çич ывăл" сăвăсенче çамрăксене Тăван çĕршывăмăра паттăррăн сыхлама чĕннĕ. Сăвăç вăрçă вăхăтĕнче çырнă "Нимĕç халăхне", "Медсестра", "Колхоз урхамахĕ", "Пĕрре мар аркатнă эпир тăшмана" сăвăсенче совет çынни Тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла килсе кĕнĕ ирсĕр тăшмана паттăррăн аркатса тăкма хатĕрри çинчен калать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çырнă сăвăсемпе юрăсене "Тăван çĕршывшăн", "Юлашки юн тумламĕччен...", "Сердце, пробитое пулей" кĕнеке пуххисене кĕртнĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Хĕрлĕ çăлтăр", "Çĕнтерÿ ялавĕ", "Сăвăсемпе поэмăсем", "Лирика".

1942 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Сталинград патĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

М. Ястрана1962 çулта вилнĕ хыççăн СССР писателĕсен Союзĕн членне илнĕ.