Яковлев Иван Яковлевич – педагог, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне тата пӗрремӗш чӑваш наци шкулне йӗркелекенӗ, чӑваш букварьне хатӗрлекенӗ, общество ӗҫченӗ, илемлӗ литертаура хайлавӗсен авторӗ, куҫаруҫӑ. Вӑл Атӑл тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен вӗрентӳ системине йӗркелес, наци кадрӗсене хатӗрлес тата обществӑн кӑмӑл-сипет пуянлӑхне аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. «Чӑваш культурин патриархӗ. Патриарх чувашской культуры: И. Я. Яковлев (1848-1930)» электронлӑ кӑларӑма Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кӑларӑмӑн «Биографи», «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» пайсенче И. Я. Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗп тапхӑрӗсене ҫутатса панӑ. «Ĕçĕсем» пайчӑкра И.Я. Яковлевпа унӑн ӗҫтешӗсем хатӗрленӗ кӑларӑмсене кӗртнӗ. Чӑваш халӑхне панӑ халала 5 чӗлхепе вырнаҫтарнӑ: чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла, французла, нимӗҫле. Халала вуланине «Галерея» пайра итлесе пӑхма пулать. И.Я. Яковлевӑн вӗрентӳ ӗҫне «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ» пайра ҫутатса панӑ. Ҫакӑнтах патриарх пурнӑҫӗ тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ фотодокументсем, аудио- тата видеоматериалсем вырӑн тупнӑ. Кӑларӑмра библиографи кӑтартмӑшне уйрӑм пайра вырнаҫтарнӑ. Кашни пайранах ҫак ун патне тухма май пур.

  • Хатӗрлекенсем: Р. В. Степанова, Г. П. Соловьева, В. Г. Григорьева, О. В. Величко.
  • Редакторсем: Т. А. Николаева, П. А. Семенова, Т. Ю. Агеносова.
  • Дизайнӗ: Е. Н. Федотова.
  • Вёрсткӑлаканӗ: И. В. Фунтикова.
  • Электронла копи тӑвакансем: М. Н. Тимофеев, В. Н. Сорокин
  • Тел.: (8352) 23-02-17 (хуш. 144).
  • E-mail: kray@publib.cbx.ru .