Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕ çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ кал-кал ĕçлет. Çĕнĕ çулта та варкăшçăсем хăнăхнă йăларан пăрăнмарĕç – кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче черетлĕ хайлава сӳтсе явма пуçтарăнчĕç. Хальхинче вĕсем Ольга Рубцовăн «Телейлĕ билет» кăларăмне пахаларĕç. Хăтлă залра поэтсемпе прозаиксем, критиксемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вĕрентекенсем, авторăн çывăх тăванĕсем пухăнчĕç. Литература уявне наци литературипе библиографи пайӗн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ.