Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш поэчӗн, журналисчӗн Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Унта литераторсем, ӑслӑлӑх, культура ӗҫченӗсем, вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, общество хастарӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӗнеке уявӗнче (Ольга Лукова, Алена Алексеева, Елена Смородинова, Любовь Гордеева, Ирина Лампасова, Михаил Федоров, Дмитрий Моисеев, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пынипе «Эткер» фольклор ушкӑнӗ тата ыттисем те) Олег Прокопьевӑн сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарӗҫ.

Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Галина Антонова, ӳнерҫи – Наталия Орлова. «Чӑвашӑм, пурӑн» – ҫыравҫӑн иккӗмӗш кӗнеки. Унччен 2008 ҫулта унӑн «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫулӗпе» сӑвӑсен пуххийӗ тухнӑччӗ. Ҫыравҫӑ хайлавӗсем «Чӑваш поэзийӗ» (2013), «Поэзия и проза тюркских и монгольских народов» (2024) сумлӑ антологисенче пичетленнӗ.

Ҫӗнӗ сборнике Олег Ивановичӑн юлашки вӑтӑр ҫулта ҫырнӑ сӑввисенчен суйласа илнисем кӗнӗ. Кунта нумаях пулмасть ҫырнисемпе пӗрлех хальччен ниҫта та пичетленменнисем те, тӗрлӗ ҫулта хаҫат-журналта кун ҫути курнисем те пур. Кӗнекере хускатнӑ темӑсен йышӗ пысӑк, кашни вулакан кунта мӗн кирлине тупать. Кӑларӑмра юрату лирики уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ҫавӑн пекех пейзаж тата гражданла лирика жанрӗсемпе ҫырнисем кулленхи тӗнчене урӑхла сӑнама, урӑхла ӑнланма май параҫҫӗ. Авторӑн философилле шухӑшлавӗпе тӗнчекурӑмӗ хӑйне евӗрлӗ кӑткӑс та ансат, ҫав вӑхӑтрах тӗрлӗ енлӗ те. Сӑввисем кӗтмен шухӑша ярӗҫ, пӗлмен туйӑмсемпе тыткӑнлӗҫ. «Чӑнлӑх», «тивӗҫ», «юрату», «чыс», «халӑх», «Тӑван ҫӗршыв» ӑнлавсем уншӑн нимпе улӑштарайми хаклӑх пулса тӑраҫҫӗ. Пӗр сӑввах мӗнле кӑмӑлпа тата лару-тӑрура вуланине кура тӗрлӗрен ӑнланма пулать. Поэзие юратакансем Олег Прокорьевӑн кӑларӑмне хапӑлласах йышӑнасси куҫкӗретех. Сӑвӑсен пуххи пур вулакана та ҫывӑх пулӗ.  

Кӗнеке уявӗнче Олег Прокопьевӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашма, поэт сӑввисене итлесе киленме май пулӗ.

Тӗл пулу библиотекӑн акт залӗнче (119 пӳлӗм) иртӗ, 15.00 сехетре пуҫланать.

Ыйтса пӗлмелли телефон 23-02-17, хуш. 145.