Тăван çĕршывăн аслă вăрçи теми чылай поэт-прозаика тата драматурга алла ручка тытма хистенĕ. Ку произведенисенче хаяр çапăçусемпе салтаксен паттăрлăхĕ, тылри ĕçченсен хастарлăхĕ, совет халăхĕн парăнманлăхĕ туллин сăнланнă. Кашни ăрăвах асăннă тема патне таврăнса тĕрлĕ енчен çутатма тăрăшать. Çĕнни мĕнех калăн-ха тетĕн. Тупăнать иккен.

Çак кунсенче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Николай Сорокинăн Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă «Тăлăх арăм минтерĕ» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вырăсларан чăвашла ăна Вера Александровăпа Евгений Турхан куçарнă. Савнисен романĕ тесе палăртнăскер вулакана тӳрех кăсăклантарса ярать. Мероприятие «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ.

ТАРĂХСАН ТА МАЛАЛЛАХ ВУЛАНĂ

Николай Сорокин 1941 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Тутар АССРĕнчи Теччĕ районне кĕрекен Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă. Журналист, публицист, çыравçă ТАССăн Тутарстан Республикинчи ятарлă корреспонденчĕ, Хусанта тухса таракан «Сувар» хаçата никĕслекенĕ, тĕп редакторĕ тата «Шурăмпуç» литература журналĕн тĕп редакторĕ пулнă. Вун икĕ кĕнеке авторĕ, çав шута «Вечная Волга» роман-трилоги те кĕрет (2006–2008, 2013), чăвашла «Аттеçĕм Атăл» ятпа тухнă (2017). «Вера древнего народа» документлă фильм ӳкернĕ. Тутарстан Республикин, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Николай Михайлович 2021 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Апла пулин те унăн ырă ĕçĕсем пурăнаççĕ, кĕнекисем вулакансене интереслентерме, тавлаштарма пăрахмаççĕ.

Ахальтен мар пулĕ «Варкăш» клубăн тĕлпулăвĕ хальхинче питĕ хĕрӳ иртрĕ. Шел, кĕнекен редакторĕ Галина Антонова вулавăша çитеймен, çавăнпа хăш-пĕр ыйтăва уçăмлатаймасăрах юлчĕç литература тусĕсем.

Тӗплӗнрех