Written on Мар, 10, 2026
by admint
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш поэчӗн, журналисчӗн Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Унта литераторсем, ӑслӑлӑх, культура ӗҫченӗсем, вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, общество хастарӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӗнеке уявӗнче (Ольга Лукова, Алена Алексеева, Елена Смородинова, Любовь Гордеева, Ирина Лампасова, Михаил Федоров,…
Written on Мар, 02, 2026
by admint
Çак кунсенче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Николай Агаковăн «Хĕвел ăшшиллĕ туйăм» кăларăмĕн хăтлавĕ иртрĕ. Ăна пахалама «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем, çыравçăсемпе библиотекарьсем пуçтарăнчĕç. Мероприятие «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ, Ирĕк Килтĕш ӳнерçĕ «Варкăшăн» мухтав юррийĕпе пуçларĕ. Шел те, ялта пурăнакан…
Written on Янв, 30, 2026
by admint
Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕ çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ кал-кал ĕçлет. Çĕнĕ çулта та варкăшçăсем хăнăхнă йăларан пăрăнмарĕç – кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче черетлĕ хайлава сӳтсе явма пуçтарăнчĕç. Хальхинче вĕсем Ольга Рубцовăн «Телейлĕ билет» кăларăмне пахаларĕç. Хăтлă залра поэтсемпе прозаиксем, критиксемпе журналистсем,…
Written on Дек, 29, 2025
by admint
2026 ҫул тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗнче мӗн-мӗн пулса иртессине вӑхӑтра пӗлсе тӑма Чӑваш Республикин Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ «Ҫулталӑк кӗнеки 2026» кӑларӑм пулӑшӗ. Кӑларӑм 1967 ҫултанпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл Чӑваш енри истори пулӑмӗсемпе, уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗпе тата…
Written on Дек, 26, 2025
by admint
Чӑваш Республикин Наци библиотеки ҫумӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн раштав уйӑхӗнчи тӗлпулӑвӗ яланах хаваслӑ иртет. Хальхи уяв та ҫавӑн пекех пулчӗ – поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе библиотекарьсем Нина Артемьевӑн «Ӗмӗрхи кӗвӗ» сӑвӑ пуххин презентацине йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑм кӑҫалхи кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ.…
Written on Дек, 22, 2025
by admint
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑк кӗнеки-2024» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫулсерен иртекен конкурса Наци библиотеки Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Раҫҫей писателӗсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе, Чӑваш кӗнеке издательствипе тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен…
Written on Дек, 17, 2025
by admint
Раштав уйăхěн 16-мěшěнче чăваш сăвăçи, прозаикě, журналисчě, Митта Ваҫлейӗ ячěллě преми лауреачě Любовь Мартьянова çуралнăранпа 75 çул çитрě. Ҫакна халалласа Чăваш республикин наци библиотекин хăтлă залěнче «Эп чěртнě вучах» ятлă асăну каçě иртрě. Асăну уявне чăваш çыравçисем (Сергей Павлов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Василий…
Written on Ноя, 28, 2025
by admint
Ку – урăх улах… Кунта художниксем юптараççĕ, çыравçăсем ӳкереççĕ, вулавăшçăсем юрлаççĕ, вулакансем çыраççĕ… Ку – урăх улах… Чăрсăр шухăшсене, çĕнĕ пуçарусене пурнăçа кĕртмелли хăйне евĕрлĕ хутлăх. Кунта Ирĕк тата хавхалану сывлăшĕ хуçаланать, пултарулăх çăлкуçĕ иксĕлми вăйпа тапса тăрать». Çапларах хыпарланăччĕ ку мероприяти çинчен…
Written on Ноя, 01, 2025
by admint
Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ çуллахи каникултан тухнăранпа хăй ĕçне малалла тăсать. Юпа уйăхĕнчи тĕлпулура варкăшçăсем Валентин Константиновăн «Ют çын ачи» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Вăрăм çула кĕскетсе автор Куславккаран килсе çитрĕ.…
Written on Окт, 23, 2025
by admint
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Валентин Константиновӑн «Ют ҫын ачи» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Галина Антонова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева. «Ют ҫын ачи» кӑларӑмри хайлавсене автор икӗ ушкӑна…